Йĕлтĕр сыртăм урана, çĕклемешкĕн кăмăла

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-28 09:03:21 Версия для печати
лыжня 20.jpg
ИРТНĔ шăматкун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕ йĕлтĕрçĕсемпе тулчĕ. Юр пулманнипе каярах юлтăмăр пулсан та, хĕллехи йĕлтĕр сезонне уçрăмăр.

Çак ятпа йĕлтĕр спорчĕн тусĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕ, ăнăçлă стартсем сунчĕ. Январĕн 25-мĕшĕ Татьянăсен е Студентсен кунĕ пулнă май, çак уявсемпе те салам пулчĕ. Владимир Васильевич шкул ачисене лайăх вĕренсе студентсен ретне тăма чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех пухăннисене район пуçлăхĕ М.Хамдеев та саламларĕ, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ.

Йĕлтĕр ăмăртăвĕ, яланхи пекех, VIP- стартпа пуçланчĕ. Кунта хальхинче те организацисемпе учрежденисен, предприятисен ертỹçисемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ те йĕлтĕр çине тăчĕ, çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Унпа пĕр вăхăтрах çак дистанцие Шăмăршăри вăрман лесничествишĕн чупакан 67 çулхи Борис Воробьев та вĕçлерĕ, спорт ветеранĕ лайăх формăра пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров, виççĕмĕш _ А.Михайлов (БТИ). Питех те кăмăллă, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ çак кун йĕлтĕрпе ярăнма тухнă.

Хĕрарăм-ертỹçĕсенчен Карапай-Шăмăршăри "Василек" ача сачĕн заведующийĕ Н.Петрова финиша чи малтан чупса çитрĕ. Ун хыççăн чупăва Н.Федорова (социаллă пулăшу пайĕ) тата Н.Павлова (МФЦ) вĕçлерĕç.

Ун хыççăн старта шкул ачисем тухрĕç. Вăтам шкулсем - вĕсем районĕпе тăваттăн _ кашни пĕрер команда тăратнă. Çĕнтерỹçĕсем _ Шăмăршă шкулĕн спортсменĕсем. Иккĕмĕш вырăнта _ карапайсем, виççĕмĕшсем _ пашьелсем. Тĕп шкулсем хушшинче те шăмăршăсем палăрчĕç, ытти икĕ призлă вырăн та _ Анат Чаткас шкулĕн вĕренекенĕсенче. Кунта тĕлĕнмелле самантсем те пулса иртрĕç. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн командинче 4-мĕш класра вĕренекен Дима Михайлов питĕ çивĕч чупрĕ. Çак ăмăртура вăл Евгений тетĕшĕ 1-мĕш тапхăрта çĕнсе илнĕ вырăна тытса тăраймарĕ пулин те (аслă класра вĕренекен Шăмăршă каччи унран иртсе кайрĕ), пĕчĕк Дима чăн-чăн спортсмен пулнине курса тĕлĕнтĕмĕр, савăнтăмăр. Хăйĕнчен нумай çул аслă пиччĕшĕсемпе ăмăртма пултарни хăех пысăк çитĕнỹ! Шансах тăратпăр, малашне вăл ашшĕ-амăшĕ пекех район чысне республикăра хỹтĕлекен те пулĕ. Шкулсем хушшинче вара Анат Чаткас тĕп шкулĕ, пĕчĕк комплектлă пулнине пăхмасăр (унта 73 ача пĕлỹ илет, 3 тата 7-мĕш классем пачах та çук), спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Икĕ команда тăратнă чаткассем, иккĕшĕ те районти ултă команда хушшинче _ малти вырăнсенче! Танлаштарма: Шăмăршăри вăтам шкулта 750 шкул ачи _ районти шкулсенче вĕренекенсен 50 проценчĕ. Ял тăрăхĕсен командисем хушшинче те (вĕсем пиллĕкĕн пулчĕç) ăмăрту хĕрỹ иртрĕ. Кунта Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хастарĕсем никама та ирттермерĕç. Анат Чаткас спортсменĕсем те вĕсенчен кăшт çеç тăрса юлчĕç. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн йĕлтĕрçисем 3-мĕш вырăнпа çырлахрĕç.

Предприятисемпе учрежденисенчен пурĕ те 3 команда кăна тухнă. Психоневрологи интерначĕ, вăрманçăсем, наци паркĕ, электричество сечĕ тата ытти пĕрлешỹсем йĕлтĕрпе ярăнмаççĕ те-ши? Хальхинче район администрацийĕн туслă команди пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта пушар чаçĕпе "Сказка" ача сачĕн пĕрлештернĕ команди, виççĕмĕш вырăнта _ тĕп больница ĕçченĕсем.

Çанталăкĕ ăшă та тỹлек пулнăран пуль, йĕлтĕрпе ярăнса çỹрекенсем те пайтах пулчĕç. Çемйипех йĕлтĕр çине тăракансем те пур. Акă Çĕнĕ Шăмăршăри О.Миронова Никита мăнукĕпе, Виçпỹрт Шăмăршăри А.Егоров хăйĕн Полина тата Ирина хĕрĕсемпе _ республикипе чапа тухнă йĕлтĕрçĕсемпе _ вăрман тăрăх çил пек вĕçтерсе çỹрерĕç. Йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕсенчен чи аслисем _ Л.Никитина (70 çулта), В.Шуряков (75 çул) _ вăрман уçланкинче темччен киленсе чупрĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç. Çак кун пурне те: йĕлтĕрçĕсене те, ăмăрту курма килнисене те _ хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарчĕ.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru