Шкул ачисен юлташĕ тата хастар ертỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-24 09:19:43 Версия для печати
Степанова Карапай.jpg
ТАТЬЯНА СТЕПАНОВА Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 22 çул ĕçлет. Ачаранпах учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнăскер, çак шкултах пур предметпа та тăрăшса вĕреннĕ вăл. 1997 çулта, педагог специальноçĕпе диплом илнĕ хыççăн, тăван шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме тытăнать. Часах ăна, пултарулăхне кура, вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çапла вара 12-мĕш çул ĕнтĕ Татьяна Александровна класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырать. _

Чăн та, çăмăл мар пĕтĕм шкулта вĕренекенсен аслă юлташĕ те, амăшĕ е аппăшĕ те пулма. Яланах малта пулмалла, шкул ĕçне килтинчен мала хумалла, ачасене тĕрĕс çулпа ертсе çỹремелле, _ шухăшĕсене уçса парать вăл. _ Çапах та хамăн ĕçе юрататăп, кашни кун _ творчествăра, çĕнĕлĕхсен шыравĕнче иртет. Шкул директорĕ Ю.Ермолаев, педагогсен коллективĕ, уйрăмах хама вĕрентнĕ учительсем, ĕçре яланах пулăшса тăраççĕ. Пирĕн шкулта вĕренекенсем те _ мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, активлă. Çакăн пек условисенче киленсех ĕçлетĕп.

Шкул ачисен пултарулăхĕ, паллах, ытларах аслисенчен килет. Т.Степанова, сăмахран, физкультура тата ОБЖ преподавателĕсемпе пĕрле тăтăш республика, Атăлçи регионĕнчи мероприятисене шкул ачисемпе пĕрле тухса çỹрет, вĕсене конкурссенче хавхалантарса тăрать. Карапайсем ăçта кăна çĕнтерỹ е призер дипломĕсене тивĕçмеççĕ-ши: "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем, патриот, краеведени фестивалĕсем, волонтер, ĕç бригадисен конкурсĕсем... Пĕчĕк шкултан (129 ача вĕренет) кашни çулах 2-3 ылтăн медалист вĕренсе тухать. Пĕтĕм çитĕнỹсене асăнса та пĕтерес çук!

Татьяна Александровнăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ. Воспитани ĕçĕнче яваплăхпа курăмлă ĕçленĕшĕн, çулсерен пысăк çитĕнỹсем тунăшăн ăна Чăваш Ен Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвĕсемпе, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Эпир маттур организатора Татьянăсен кунĕпе саламласа, малашне те ĕçре те, çемьере те (вăл 3 ача амăшĕ) ăнăçусем кăна сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru