Эх юррăм, янăра...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-24 09:17:13 Версия для печати
Юрă ĕçлеме, пурăнма хавхалантарать, хуйха-суйха сирме пулăшать. Савăк юрă итлесен кăмăл çĕкленет, чун-чĕре авăнать. Ку чăнахах та çапла. Анчах кашни юрăпах кăмăла çĕклеме çук. Хăшне-пĕрне итлес те килмест.

Халĕ пурте тенĕ пек юрăç, пурте сцена çине ăнтăлаççĕ. Сасси пур-и, çук-и _ ку пĕлтерĕшлех те мар. Илтнех, курнах ĕнтĕ çакнашкал "артистсене". Юрлама пĕлмесен те янкăлтатма пултараççĕ. Тумĕсене тата мĕнешкеллисене тăхăнаççĕ? Те юрлама тухнă вĕсем, те мода кăтартаççĕ _ ăнлансах та пĕтерме çук. Чăваш юррине илемлĕ тум тăхăнса тухса юрланине нимĕн те çитмест. Чăваш юрри тумпа килĕшсе тăмалла.

Районта арçынсен хорĕ пурччĕ. Çавăнта хутшăнма унăн ертỹçи организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсене йыхравлатчĕ. Паллах, пысăк хор илемлĕн курăнать. Асрах-ха пĕр арçын хуравĕ: "Ман хăлха çине упа пуснă кăна мар, ман урлах каçса кайнă". Ара, тĕрĕс каларĕ-çке. Юрлас ăсталăх пулмасан, сас тухмасан, мĕншĕн сцена çине тухса тăрас? Çын хушшинче çăвара уçкаласа хупма пулать-ха. Енчен те тата юррăн сăмахĕсене те пĕлмесен мĕн тумалла? Каллех çăвара уçса хупма тивет. Куракансем вара çакна тỹрех асăрхаççĕ.

Эй, турах, хăшĕ-пĕри сцена çине тухса юрласа ярсан... Хăлхана мамăк чиксе хурас килет е вырăнтан тăрса тухса каяс кăмăл çуралать. Пыр тĕпĕпе ахăраççĕ, качака путекĕ пек çухăраççĕ, юрă сăмахĕсене манса каяççĕ... Апла пулсан та сцена çине тухма вăтанмаççĕ.

Ăшă кăмăлпа юрă шăрантаракансем пур. Вĕсене итлес те итлес килет. Вĕсен сасси чун-чĕрене лăпкать, ырă туйăм çуратать. Çакăн пек артистсен юррисем те кивелмеççĕ, халăх хушшинче сарăлса, аталанса пыраççĕ. Çакнашкал юрăсене хăнара юрлаççĕ, уявра та манмаççĕ.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru