Пирĕн учитель - республика çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-24 09:15:07 Версия для печати
2019 Çулта "Халăх шкулĕ" журнал редакцийĕ тата Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа педагогсем хушшинче конкурс йĕркеленĕ.

Вăл икĕ номинаципе иртнĕ: "Пар, Çеçпĕл, хăв акапуçне" _ сăвă çыракансем валли, "Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм..." _ эссе хайлас текенсем валли.

Çак кунсенче конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухнă, пĕтĕмлетỹ тунă, çĕнтерỹçĕсене тата призерсене палăртнă.

Эссе çыракансем хушшинче Елизавета Владимировна Борзова, Кивĕ Чукалти тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен, 1-мĕш вырăн йышăннă. Учителĕн республика шайĕнчи çитĕнĕвĕ пире çав тери савăнтарать. Апла пулсан, пирĕн педагогсем тăван чĕлхешĕн чунтан пăшăрханаççĕ, ăна упраса хăварас, малалла аталантарас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем чăваш чĕлхипе çыхăннă çивĕч ыйтусене, пурнăçăн тỹнтер енĕсене кураççĕ.

Мала тухнисене çывăх вăхăтрах дипломсемпе чыслĕç. Эпир вара пултаруллă Елизавета Борзована çак çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те творчествăра ăнăçу сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru