Инкек ан кỹтĕр кăмака

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-21 10:38:17 Версия для печати
Пушартан хăрушăраххи нимĕн те çук пулĕ. Вăрă хыççăн мĕн те пулсан юлать, вут-çулăм алхассан _ вара нимĕн те. Çавăнпа та кил-çурт таврашĕнче пушар тухасран пурин те сыхă пурăнмалла. Кăмака хутнă, ăшăтакан электрооборудованипе усă курнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Кăмакасен мăрйисене те пăхсах тăмалла, виçĕ уйăхра пĕрре унти хăрăма тасатма тăрăшмалла. Мунчасем канмалли кунсенче ытларах çуннине те палăртмалла.

2019 çулта районта 5 мунча çуннине шута илнĕ, вĕсенчен виççĕшĕнче (Шăмăршă, Пуянкасси, Кивĕ Чукал ялĕсенче) юсавсăр кăмака пулни палăрнă.

Çĕнĕ çул пуçлансан ял тăрăхĕсене çỹресе рейдсем ирттересси малалла пырать. Çынсемпе тĕл пулса вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине, пушар тухасран сыхă тăмаллине аса илтеретпĕр. Акă, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче пултăмăр. Уйрăмах хуçасăр çуртсем çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрăмăр.

А.КЛЯЖЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru