Ырă пуçару

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-21 10:34:19 Версия для печати
Егорова Ла.jpg
Виçпỹрт Шăмăршă халăхĕ яланах çĕнĕ пуçарусем туса таврари çынсене тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕлĕхсем шырама, малалла талпăнма пултарни кăмăла çĕклентерет. Петĕр Ялкир калашле, "ялăн сăвапĕ, чăнах та, пурах".

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев хăйĕн диплом ĕçне тăван ял клубĕн сцени çинче лартнă хыççăн драма кружокĕн ĕçĕ çĕкленсе кайнă. Хамăр ял çыннисем _ колхозниксем, учительсем _ "Айтар", "Кай-кай Ивана", "Ялта" спектакльсене Шупашкарти артистсем евĕр калăплама, тĕлĕнсе каймалла ĕненмелле выляма тытăннă. Ял çыннисем халĕ те астăваççĕ: шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Александра Федоровна, Александр Петрович Малов учитель, Арсений Васильевич Бараев, Ольга Афанасьевна Поликарпова, Валериан Владимирович Егоров, Нина Федоровна Александрова, Петр Васильевич Куликов, Семен Васильевич Григорьев тата нумай артистсем куракансене савăнтарнă, хумхантарнă, йĕртнĕ те.

Çулсем иртсен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Нина Тихоновна Смирнова пуçарнипе йĕркеленнĕ "Сурпан" фольклор ушкăнĕ Францире ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăнчĕ. Ку вăл виçпỹртсемшĕн чăн-чăн çитĕнỹ пулчĕ.

Людмила Семенова вĕрентекен хăйĕн çемйипе "Тĕлĕнтермĕш уйăнче" ("Поле чудес") пулса курнине те ял халăхĕ савăнса аса илет.

Ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул вучахĕ хĕмленсе тăнă вăхăтра эпир хĕрарăмсен "Шанчăк" клубне пуçтарăнаттăмăр. Хамăрăн сывлăха, ăс-тăна çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ канашсемпе пуянланаттăмăр, паллă ăсчахсен методикипе усă курса хусканусем тăваттăмăр. Çак пуçару сỹнсе ларчĕ теес килмест, вăл çемьесене куçрĕ.

Эпĕ сăнанă тăрăх, пĕр çичĕ çул каялла Виçпỹрт Шăмăршăра скандинави мелĕпе утасси аталанса кайрĕ. Ăна пуçарса яраканĕ, пĕр ỹстермесĕр калатăп, Александр Михайлович Левашкин. Йывăр чирленĕ хыççăн тăрăшуллă арçын 10 çул ĕнтĕ кашни кун уçă сывлăшпа киленсе кунне 2-3 хут уçăлма тухать. Хĕлле е çулла _ кашни кун хăйĕн йĕркине тытса пырать. Унăн тĕслĕхне курса ялти нумай çын килти ĕçсене вĕçлесен, каç пуласпа, урама сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе утма тухать. "Анаткасри Поспеловсен тĕлĕнчен пуçласа Абсалямовсен патне çитиех утса тухатпăр", _ теççĕ çĕкленỹллĕ кăмăлпа Т.Гладкова, Г.Семенова, Г.Тимофеева, Н.Куликова, М.Юманова, Александрпа Людмила Семеновсем. Аслăрах ăрури В.С.Падиарова, З.В.Левашкина, Н.М.Никитин тата ыттисем те.

Çак усăллă пуçару çĕкленсе кăна пырать-ха. Халăх хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшни, ăна упрама вĕренсе пыни куçкĕрет. Малашне те шанас килет, телевизор умĕнчен пăрăнса, çемçе диван çинчен çĕкленсе уçă сывлăшра утакансен йышĕ хушăнсах пырĕ.

Л.ЕГОРОВА, библиотекарь.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru