Р.С.Минеева: "Ĕçĕм халăха юрăхлишĕн савăнатăп"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-14 10:34:21 Версия для печати
Миннева.jpg
Уйрăм илес пулсан çынна,

Вăл халăх ырлăхĕшĕн,

Ун ăраскалĕшĕн пурнать.

П.Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ.

Сăнанă-и эсир, тусăмсем, хăш-пĕр çынсем тивĕçлĕ канăва тухаççĕ те... лаксах лараççĕ: ушкăн ĕçĕнчен пăрăнаççĕ, килтен тухмасăр кун кунлаççĕ. Теприсем вара _ канăçсăр чĕреллĕскерсем _ çанă тавăрса ĕçленĕ вырăнтан кайсан та малтанхи хастарлăха çухатмаççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Палтиелĕнчи Роза Семеновна Минеева, педагогика тата парти ĕçĕн ветеранĕ.

Çичĕ теçеткерен иртнĕ пулин те, кун-çулĕн кашни самантне халăхшăн кирлĕ ĕçе халаллать. Çунатлă çамрăклăхра, вăй питти вăхăтра ачасене пĕлỹ пани, ватлăх ани çинче пулсан та, хăнăхнă йăларан тухаймасть çав. Пĕрмай çын хушшинче Роза Семеновна. Пĕтĕм кун-çулне халалланă тăван шкулта тăтăшах пулать: вĕренекенсен черетлĕ мероприятине хутшăнать, ĕçтешĕсене кирлĕ сĕнỹ-канаш парать... Ялти Культура çуртне çитет: граждансен пухăвĕнче çивĕч ыйту çĕклет, уявра тухса калаçать... Ялти чиркỹ кĕллисене те сиктермест. Ку е вăл ĕçпе кỹршĕ-аршине пулăшать. Чирлĕ тăванĕ патне çул тытать, ăна ĕçпе е ăшă сăмахпа "сиплет". Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕнче те час-часах курма пулать Р.Минеевăна. Ял старости пулнă май, тĕрлĕ ыйту татса пама тивет ăна. Çывăх вăхăтра акă чăвашсен масарне тимĕр карта тытма палăртнă. Çавна май Роза Семеновна пуçару фончĕ валли ял-йышран укçа-тенкĕ пухас ĕçе йĕркелерĕ. Яваплăскер, килĕрен-киле çỹресе укçа пуçтарчĕ. Уйрăм урамсене çирĕплетнĕ çынсен тăрăшулăхĕ те палăрчĕ кунта. Сăваплă ĕçе ял çыннисем кăмăлтан хутшăнни савăнтарать пенсионеркăна.

Килте те ĕç сахал мар ялта пурăнаканăн. Выльăх-чĕрлĕхĕ, пахчи, ал ĕçĕ... Хăтлăхпа, тирпейлĕхпе "çиçекен" кил-çуртра хăнасене яланах хапăл. Кирек кама та тараватлăн кĕтсе илет Роза Семеновна, кирек камшăн та ăшă сăмах тупать ун мăшăрĕ Владислав Иванович та. Çапла, харсăр çыншăн пушă вăхăт çук.

... Яланах ĕçлĕ, çынпа çын пек пулма вĕрентнĕ пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне амăшĕ _ Надежда Ивановна Чекушкина (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Хăй вăл _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă: Ленинграда, Таллина хỹтĕленĕ, Финляндирен Хĕвел тухăç Пруссине çитнĕ...

(Малаллине хаçатăн 2-мĕш номерĕнче вулама пулать)

З.СВЕКЛОВА, Палтиел ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru