Сывлăхлă пулма ỹркенер мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-14 10:26:52 Версия для печати
Школьники на лыжах-2.jpg
ИРТНĔ шăматкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ. Чăваш Енре çак йĕрке 2014 çултанпа пурнăçа кĕнĕ. Çак кунсенче спорт учрежденийĕсенчи бассейнсене, тренажер залне укçасăрах çỹреме май пур.

Январĕн 11-мĕшĕнче районти "Туслăх" спорт комплексĕнче те, ытти канмалли кунсемпе танлаштарсан, вăтамран икĕ хут нумайрах çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетнĕ. Аякри ялсенчен, кỹршĕ районсенчен килнĕ çемьесем ачи-пăчипе пĕрле сывлăхшăн усăллă каннине мĕн çиттĕр? Палăртма кăмăллă, çамрăксем кăна мар, тивĕçлĕ канурисем те тăтăш çỹреççĕ унта. Хускану _ сывлăх çăлкуçĕ пулнине пурте пĕлетпĕр-çке. Ĕçрен пушансан çемйипе бассейна е йĕлтĕр сырса вăрмана васкакансем те сахал мар. Акă Иринăпа Александр Мульдияровсем кашни эрнерех бассейна çỹреççĕ. В.Обаськина, Л.Козлова, Р.Драгунова, И.Кочкомазова, Т.Стефинова, Н. Мандрюкова, Н.Кисамеева аслă ăру хастарĕсем те эрнере 3 хутчен шывра ишсе киленеççĕ. Çичĕ теçеткерен иртнĕ Т.Яковлева вара кашни ир хуть хăш çанталăкра та кану паркĕнче 3-шер километр утать. Скандинави уттине килĕштерекенсен йышĕ те районта ỹссех пырать.

Спорт тусĕсене хыр вăрманĕ çулталăкĕпех илĕртет. Акă Валентинăпа Юрий Фроловсем, Л. Никитина ĕç ветеранĕсем кашни кунах йĕлтĕр çине тăрса вăрман сывлăшĕпе сывлаççĕ. Шел, юр сахаллипе кăçал йĕлтĕр çулĕ чаплах мар, хĕллехи сезона уçма та май пулмарĕ.

_ Эпир вара йĕлтĕр сезонне хамăрах уçрăмăр, _ савăнăçлăн пĕлтерет Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен Лидия Иванова учитель. _ 6-Г класс ачисемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе вырсарникун вăрман уçланкинче йĕлтĕрпе ярăнтăмăр, 4 команда йĕркелесе конкурссем ирттертĕмĕр. Шкул ачисен 2 команди те хальхинче чи маттуррисем пулчĕç, дипломсене тивĕçрĕç. Кашни вырсарникун тухма хатĕр манăн хастарсем. Ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе пĕрле уçă сывлăшра канма хавас.

Çапла, сывлăхлă пулас тесен пушă вăхăта пỹлĕмре мар, уçă сывлăшра ирттерме тăрăшар, хусканусем тума ỹркенер мар. Акă часах районти спорт комплексĕнче пăр катокĕ хатĕр пулĕ _ ачасене, çитĕннисене конькипе ярăнма, хоккейла выляма илĕртĕ. Хĕллехи уйăхсем те сывлăха тĕреклетчĕр, кăмăл-туйăма çĕклеччĕр!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru