Вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçлесшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-14 10:19:32 Версия для печати
Катя Фомина.JPG
ЕКАТЕРИНА ФОМИНА Шăмăршăри вăтам шкулта 10-А класра вĕренет. Пур предметпа та "5" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, кашни çулах класран класа Мухтав хучĕпе куçса пырать. Пĕлтĕр 9 класс хыççăнхи экзаменсене ăнăçлă тытнăшăн "хĕрлĕ" аттестата тивĕçнĕ.

Çак сăпайлă та çепĕç туйăмлă хĕр çинчен ăна вĕрентекен учительсем лайăх сăмахсем кăна калаççĕ: тăрăшуллă, ăшă кăмăллă, яланах хăйне килĕшỹллĕ тытма пĕлет. Катя вĕренỹре тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулнине вара районти вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн йышлă Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ _ математика, физика, информатика, литература, вырăс чĕлхи, обществознани, истори, акăлчан чĕлхипе район шайĕнче иртекен олимпиадăсенче çулсерен çĕнтерỹçĕ е призер пулать вăл. Пур предмета та çирĕп, тарăн пĕлнине кăтартать çакă. Хăй вара пуринчен ытла геометри, алгебра урокĕсене килĕштерет. Акăлчан чĕлхине те питĕ кăмăллать. Çапла вĕренет чăн-чăн отличница.

Катьăн пурнăçри тĕслĕхĕ хăйĕнпе юнашарах _ Ксюша аппăшĕ те пур предметпа та "5" паллăсемпе кăна вĕренсе пынă, Шăмăршăри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Халĕ Шупашкарта университет студентки.

Екатерина вĕренỹре çеç мар, искусствăра та маттур. Районти ача-пăча искусствисен шкулĕнче 7 çул хушши фортепианăпа калама хăнăхнă, 6 çул хушши - ỹкерес ăсталăхне туптанă. Халĕ те килĕнче пушă вăхăтра кăмăл-туйăмне çĕклеме синтезаторпа илемлĕ кĕвĕсем шăрантарать е хут çине пĕр-пĕр натюрморт е портрет ỹкерсе хурать. Шăмăршăри искусство шкулĕнче вăл акварельпе, кăранташпа ỹкернĕ картинăсен самаях пысăк куравĕпе паллашма пулать (преподавателĕ З.Морозова). Натюрморт, çут çанталăк, портретсем, телейлĕ ачалăх, вăрçă тематикипе çыхăннă ỹкерчĕксем... Тĕлĕнмелле, пĕр çынра мĕн чухлĕ пултарулăх!

Çакнашкал мал ĕмĕтлĕ çамрăксем çитĕнни савăнтарать, малашлăха шанчăклă пăхма май парать. Ĕмĕтỹсем пурнăçа кĕрсе пыччăрах, савăк кăмăллă, çутă пуласлăхлă стипендиатка!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru