Пирĕн хаçатçăсем - проектсен авторĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-10 08:31:08 Версия для печати
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çулсеренех журналистсем хушшинче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне ирттерет.

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕсем те хастар хутшăнаççĕ унта. Сăмахран, 2019 çулта Г. Иванова _ "Эпĕ пĕччен мар", З. Свеклова _ "Тăван ялăм - ăраскал çути" проектсем çĕнсе илсе хаçатра ятарлă страницăсем кăларса тăчĕç.

Çак кунсенче редакцие тата икĕ проект республика конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухни çинчен пĕлтерчĕç. Кăçалхи çул тăван район хаçатĕнче "Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" (авторĕ А.Михайлов) тата "Ырă кăмăл _ пурин валли те" (авторĕ Г.Иванова) проектсем хăйсен темисене çутатса тăрĕç. Александр Николаевичăн тĕп теми _ ял тăрăхĕн пурнăçĕ, унти çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем. Галина Николаевна вара ватăсемпе инвалидсен кун-çулĕ, вĕсене пулăшса тăракан ыр кăмăллă çынсем çинчен пĕлтерсе тăрĕ, çавăн пекех коммерциллĕ мар пĕрлешỹсен ĕçĕ-хĕлĕ те тимлĕхре пулĕ. Журналистсене кăçал та ĕçре ăнăçу сунар!

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru