Пултаруллă çамрăксене - республика Пуçлăхĕн стипендийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-10 09:29:50 Версия для печати
2019 Çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă çамрăксене хавхалантарас тĕллевпе 2020 çулта ятарлă стипенди илсе тăмашкăн Хушу кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн, кăçал республикăри 1000 яшпа хĕр кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çак списокра пирĕн район çамрăкĕсем те пур. Вĕсем вĕренỹре тата спортра çитĕнỹсемпе палăраççĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаççĕ. Акă вĕсем, Чăваш Республики Пуçлăхĕн стипендиачĕсем:

Эльвина Марсовна АХМЕТОВА _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Константин Васильевич ЕФИМОВ _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Евгений Александрович МИХАЙЛОВ _ Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Наталия Олеговна ПЕТЬКОВА _ Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Екатерина Алексеевна ФОМИНА _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;

Валерия Сергеевна ХАФИЗОВА _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен.

Эпир сире пурне те ăшшăн саламлатпăр, малашне те çапла хастар пулма, çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.

Шанас килет, районта пурăнакан шкул ачисемсĕр пуçне, çак чыса Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра республикăри хуласенче вĕренекен е ĕçлекен каччăсемпе хĕрсем те тивĕçме пултарнă. Вĕсем çинчен ашшĕ-амăшĕ, учительсем, тăванĕсем пĕлтерессе кĕтетпĕр. Эпир кашни хастар çамрăк çинчен хаçат вулакансене хаваспах каласа кăтартнă пулăттăмăр.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru