Тăлăхсене Раштав чăрăшĕ савăнтарчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-01-10 09:26:14 Версия для печати
Елка для сирот.jpg
ТУНТИКУН, январĕн 6-мĕшĕнче, районти çемье хỹттисĕр юлнă тата тăлăх ачасем, йышлă е сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем (пурĕ çитмĕле яхăн ача) Шăмăршăри Культура керменне пухăнчĕç, Раштав елки йĕри-тавра хавас кĕвĕпе çаврăнчĕç.

Ачасемшĕн ятарлă елка йĕркелекенсем _ "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ тата "Шемуршинский коопторг" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕ. Çак ыркăмăллăх мероприятийĕ Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, район администрацийĕн опекăпа попечительство специалисчĕ Е.Кудряшова тата районти клубсен тытăмĕн ертỹçи В.Кузьмина тăрăшнипе ачасемшĕн асра юлмалла иртрĕ.

Пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, вĕренỹре тата спортра ăнăçусем сунчĕ. Ун хыççăн вара ачасем Хĕл Мучипе тата Юрпикепе пĕрле капăр елка тавра юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, хаваслă конкурссене хутшăнчĕç.

Уяв программи хыççăн ачасене пылак парнесемпе хăналарĕç. Кунта вара Шăмăршăри коопторг ĕçченĕсем "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕпе пĕрле çулсерен ирттерекен "Шоколад _ ачасене" акцие хастар хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.

И.ПЫРКИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru