Пирĕн елка пуринчен те капăр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-27 11:56:47 Версия для печати
РАЙОНТА çулсеренех декабрь уйăхĕнче "Шăмăршă тăрăхĕ _ Çĕнĕ çул умĕн" конкурс йĕркеленĕ. Кăçал та иртрĕ вăл, çак кунсенче ăна пĕтĕмлетсе малти вырăнсене йышăннă организацисемпе учрежденисене, харпăр хăй кил-çурт хуçисене Дипломпа, Тав çырăвĕпе наградăланă.

"Ял тăрăхĕнчи тĕп елкăна капăрлатасси" номинацире çĕнтерỹçĕ _ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ _ 2-мĕш, Анат Чаткас _ 3-мĕш вырăнта.

Предприяти-учреждени, организацисем хушшинче вара Шăмăршăри централизациленĕ клубсен тытăмĕ чи лайăххи пулнă. Анат Чаткасри тĕп шкулпа районти тĕп больница _ призерсем. Карапай Шăмăршăри "Василек" ача сачĕн ĕçченĕсем те конкурса çине тăрсах хатĕрленнĕ, хăйсен территорине Çĕнĕ çул атрибутикипе тăрăшса илемлетнĕ.

Уйрăм çынсем хăйсен кил-çуртне капăрлатассипе Шăмăршăра пурăнакан Евгенийпе Раиса Ивановсене çитекенсем пулман. Иккĕмĕшсем _ Анат Чаткасри Валерийпе Римма Тихоновсем, виççĕмĕшсем _ Карапай Шăмăршăра пурăнакан Александрпа Роза Львовсем. Çавăн пекех çак номинацире Амосовсемпе Петьковсем те (Карапай Шăмăршă) палăрнă, парнене тивĕçнĕ.

Э.ФИЛИППОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru