Çĕнĕ çула _ парнепе

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-27 11:55:11 Версия для печати
ДЕКАБРĔН 24-мĕшĕнче, ытларикун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçре палăрнă хастарсене правительство наградисемпе чысланă. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ А.Егорова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Ю.Васильев хутшăннă.

Халăх хуçалăхĕнче вăй хурса чыслă ят-сума тивĕçнĕ хастарсен йышĕнче Шăмăршă районĕн ĕçченĕсем те пур. Акă вĕсем, ĕç паттăрĕсем:

Анатолий Иванович Данилов, "Колос" Агрофирма" ООО пĕрлешĕвĕн тракторист-машинисчĕ. Вăл 42 çул ял хуçалăхĕнче вăй хурать, палăртнă ĕçе яланах вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Унăн техники яланах юсавлă, ака-сухара та, вырмара та пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят пани çинчен çирĕплетекен паллă тата документ панă.

Лариса Владимировна Драгунова. Вăл Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕнче 30 çул хушши ĕçлет: маларах ял Совечĕн çар учетĕнче, халĕ _ аслă специалист тивĕçĕнче. Ĕçри тăрăшулăхпа яваплăхшăн ăна "Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн" паллăпа чысланă.

Юрий Федорович Ермолаев. Вăл çамрăксене вĕренỹпе воспитани парас ĕçре 27 çул ырми-канми вăй хурать, çав шутра юлашки 9 çул _ Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн тивĕçĕнче. Шкул ачисене технологи, ОБЖ предмечĕсене вĕрентет е ертỹçĕ лавне туртать _ пур ĕçре те яваплă, пуçаруллă, пултаруллă. Унăн вĕренекенĕсем республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те палăраççĕ. Ял тăрăхĕнче, район пурнăçĕнче яланах хастар, çамрăксемшĕн _ ырă тĕслĕх, уйрăмах спортра. Шкул ачисен юратнă вĕрентекенне "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă.

Çак чаплă лару-тăрура иртнĕ чыслав наградăна тивĕçнисемшĕн кăçалхи чи асра юлакан самант пулса юлĕ, малашне те ĕçре тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса тăрĕ.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru