Çĕнĕ çул çывхарать, Хĕл Мучи пăшăрханать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-27 11:53:17 Версия для печати
Районта иртнĕ Хĕл Мучисен парачĕ вĕçленсен пĕри пирĕн тăрăхрах юлнă иккен. Вăл тăрăшсах ялти пурнăçпа, унти ĕç-хĕлпе паллашма тытăннă. Инçетрен килнĕ хăна темĕн те курма ĕлкĕрнĕ. Вăл курни-илтнипе сире те паллаштарар терĕмĕр.

Паллах, Хĕл Мучи пĕччен çỹресшĕн пулман. Хăйне юрăхлă Юрпике тупас тĕлĕшпе Чукал тăрăхне шăнкăравланă. Те шỹтленĕ шур сухалпа, те чăнне каланă: чи лайăх Юрпикене шăпах унта тупма пулать имĕш. Шел, тем пек тăрăшсан та, никампа та калаçса татăлайман. Ара, вăл Чукал тăрăхĕнче çыхăну енĕпе йывăрлăхсем пулнине пĕлеймен. Çавăнпа та кашни яла çитмессерен унăн çĕнĕ Юрпикепе çавтăнса çỹреме тивнĕ. Тепĕр енчен çакă лайăх та. Ахаль çын пуçлăхсем илсе кайса кăтартма шутламан вырăнсене те çитернĕ.

Çĕнĕ çул çывхарать, анчах юр çĕрпе витĕнмен. Çулсем çап-çутă пăрпа витĕнчĕç-çке, ура пусма çук, шутарать. Çак çулсемпе çỹресе Хĕл Мучин кăçатти те юрăхсăра тухнă. Районти хăш-пĕр çулсемпе тротуарсем пăрлă кăна мар, шăтăк-путăклă та. Юр çуса, хỹсе лартнă пулсан çак çитменлĕхсене вăл асăрхаман та пулĕччĕ, çул çинчи шăтăк-путăклă çул юрпа тулса ларса çатма пекех якалĕччĕ. Çук çав, Хĕл Мучи куçĕсенчен çакна пытарма пулаймарĕ. Шур сухал миçе хутчен ỹксе тăнине шутласа та кăлараймăн. Вăл кăна мар, ача сачĕсемпе шкулсене каякан ачасем те, ĕçе васкакан çынсем те шуса ỹксе хăйсен шăммисене аванах шутлакалаççĕ. Сусăрланмасăр ирттерсе ярсан аванччĕ те. Анчах та хур куракансем те пулкалаççĕ.

Инçетрен килнĕ хăнана çынсем Çĕнĕ çула кĕтсе илме мĕнлерех хатĕрленни те интереслентернĕ. Çакна курас тесе вăл ялсене каçпа пăхса çаврăнма шутланă. Маттурсем пур. Хăйсен çурчĕсене тăрăшсах илемлетекенсем питĕ нумаййăн. Хăшĕ-пĕри кашни чỹречине гирлянда çакса капăрлатнă, вĕсем йăлтăртатса каçхи сĕме вун-вун тĕс парнелеççĕ. Теприсем хăйсем пурăнакан çурт-хапхана тул енчен гирляндăсем çакса юмахри сăна кĕртнĕ. Апла çынсем кĕтеççĕ-ха чаплă уяв çитессе. Уявпа пĕрлех 2020 çул кашни килех ыррине, лайăххине илсе килессе шанаççĕ. Çаплах пултăрччĕ те. Çавăн пекех учрежденисемпе организацисем те, лавккасем те ку енĕпе тăрăшни курăнать. Анчах Хĕл Мучипе Юрпикене ялсенче çутă çителĕксĕр пулни, урамсем тăрăх ирĕкри йытăсем чупни сехĕрлентернĕ. Кĕперсем таврашĕнче, çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче, ял центрĕнчен инçерехри урамсенче юпасем çинче çутăсем çук. Юр пулнă пулсан каçсем аплах тĕттĕм пулман пулĕччĕç те... Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял çыннисем каçпа урамалла тухса ан çỹрейччĕр темеççĕ-ши? Скандинави уттине кăмăллакансем шăпах килти каçхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн утма тухаççĕ-çке.

Тем каласан та, Çĕнĕ çул уявне, елкăна, пĕчĕккисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсене Хĕл Мучин парнисем савăнтараççĕ. Çак кун шур сухал вĕсен юрри-сăввине итлесе киленет, маттурскерсене çурăмĕсенчен лăпкаса та илет. Паллах, миххинчен пылак çимĕç те кăларса тыттарать. Пирĕн Хĕл Мучипе Юрпике те ача сачĕсене çитсе шăпăрлансене савăнтарса çỹреççĕ.

Шел, чăваш ялĕсенче уявсене вырăсла калаçса ирттерни Хĕл Мучин кăмăлне хуçать. Чăваш чĕлхине манса пыратпăр иккен. Акă Шăмăршăри шкул тĕлĕпе иртсе пынă чухне ачасем вырăс чĕлхипе кăна пупленине илтетĕн. Юрать-ха пĕр кунхине, ачасен пĕр ушкăнĕ хыттăнах чăвашла калаçса шкул картишне кĕрсе кайнине курнă. Хĕл Мучи çак ушкăнри вĕренекенсем патне пырса сăмах хушмасăр иртеймен. Вĕсем урăх ялти шкулта ăс пухакансем пулнă иккен. Хальлĕхе районти ялсенче тăван чĕлхе янранине илтме пулать-ха. Тепĕр 15-20 çултан мĕн кĕтĕ-ши пире?

Пирĕн чăвашлах калаçмалла. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе чĕлхене хуçа-хуçа вырăсла пуплеме тăрăшмаллах та мар. Асатте-асанне чĕлхине манни тăван çĕршыва сутниех пулать.

Хĕл Мучи те чăваш чĕлхинчен сивĕнмелле маррине калать. Хĕл Мучи Культура çурчĕ таврашне те тимлĕн сăнанă. Вĕсене уяв сĕмĕ кĕртнĕ-ха. Кунта вăй хуракан ĕçченсен ял çыннисене тулли савăнăç парнелемелли кăна юлать. Шел, хăш чухне вĕсем мероприятисене ячĕшĕн кăна ирттерсе яраççĕ. Çынсем концерт-спектакль пулнине сиссе-пĕлсе те юлаймаççĕ иккен. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесен пĕлтерỹсене пĕр вырăнта кăна мар, ялсенчи тĕрлĕ вырăнсене çакса тухмалла. Çапла тусан кăна Культура çурчĕсенче иртекен мероприятисемпе концертсене курма пыракансем йышлăланĕç тесе Хĕл Мучи çирĕплетет.

Ял-ял витĕр тухнă чухне шур сухал çынсем 2020 çултан мĕн кĕтнине ыйтса пĕлме тăрăшнă. Темĕн ыйтакан та пулнă. Нумайăшĕ часрах юр илсе килме тархасланă. Укçа-тенкĕ, мул-пуянлăх ыйтакансен хисепĕ те пĕчĕк мар: çынсене çĕнĕ машина, чаплă телефон, хаклă йышши кĕрĕк кирли сисĕнет. Пĕр ватă хĕрарăм кăна тата нумайрах пурăнмашкăн сывлăх парнелеме ыйтнă. Чăнах та, халĕ çынсене мулпа пуянлăх çăткăнлантарать, çынлăхран кăларать, аташтарать, ухмахлантарать.

Хĕл Мучи пирĕнпе сыв пуллашнă май, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Çак сăмахсене сирĕн пата та çитеретпĕр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ вăйпа çитменлĕхсене тĕп тăвар, çĕнĕ ĕмĕтсемпе çирĕппĕн малалла утар, çитĕнỹсем тăвар. Уй-хирте тырă-пулă çитĕнтĕр, витере выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр. Районта туйсем кĕрлеччĕр, ача-пăча çуралтăр, çамрăксем хамăр тăрăхрах тымар яччăр.

Хĕл Мучипе А.МИХАЙЛОВ тĕл пулнă.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru