«Шăмăршă хыпарне» киленсех вулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-24 10:53:33 Версия для печати
ПАЯН районта эрнере икĕ хутчен тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат чылай çыншăн «чун апачĕ» шутланать. Пытарма кирлĕ мар, ытларах ăна аслăрах ăру çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, кăмăлтан вулаççĕ. Пуç таятпăр вĕсен умĕнче пирĕн ĕçе хакланăшăн...

Район хыпарçине çемьере черет тăрса вулакансем йышлă пулни пире савăнтарать, малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме, çивĕч те интереслĕ материалсем çырма вăй парать. Васанти Г.Смаев, Виçпỹрт Шăмăршăри Г.Мурзина, Палтиелĕнчи З.Свеклова тата ытти корреспондентсен очеркĕсем пирĕн хаçата пушшех те пуянлатаççĕ. Шанас килет, хальхи вăхăтри çырăнтару тапхăрĕ пынă май, çĕнĕ туссем тата ытларах пулĕç, яланах пирĕнпе пĕрле пулĕç. Çырăнтару кунĕсем шутлă юлчĕç, çырăнма васкăр!

2020 çулта та пĕрле пулар, хаçат вулакансем!

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru