Валериян _ республика чемпионĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-20 09:29:36 Версия для печати
Акимов Валериян.jpg
ИРТНĔ канмалли кунсенче Шупашкарта пауэрлифтинг енĕпе республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Икĕ кун хушшинче тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем хăйсен виçинче пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Малти вырăнсемшĕн хамăр республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансем кăна мар, Чĕмпĕр облаçĕнчен тата Мари Эл Республикинчен килнĕ хăнасем те тупăшнă.

Çавăн пекех республика чемпионатĕнче сусăрсем те алă вăйĕпе пĕр- пĕринпе ăмăртнă, вĕсен хушшинче Пуянкасси каччи Валериян Акимов та. Питех те кăмăллă, Валериян 65 килограмм виççеллисем хушшинче чи вăйли пулнă, республика чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Валериян Юрьевича çак çитĕнỹпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те спортра ăнăçу кăна сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru