Вăл 42 çул фермăра ĕне сунă

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-20 09:25:11 Версия для печати
ÇАК кунсенче Палтиелĕнче пурăнакан Сейризиан Алиулловна Тухфетуллова 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Надежда Федорова ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт ялĕнче 1929 çуралнă Сейризиан аппа, ачаран йывăр ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Палтиелне качча килсен тỹрех колхоз фермине дояркăна вырнаçнă, хăйĕн ĕмĕрĕнче пурĕ 42 çул алă вĕççĕн ĕнесем сунă. Мăшăрĕпе 4 ача _ ывăлпа 3 хĕр _ çуратса ỹстернĕ Тухфетулловсем, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Ывăлĕ _ аслă пĕлỹллĕ лесничий, Ижевскра тĕпленсе пурăнать. Хĕрĕсем те кашниех ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Çичĕ мăнук, 3 кĕçĕн мăнук савăнăç кỹреççĕ хисеплĕ пенсионерсене.

Сейризиан Алиулловна халĕ мăшăрĕпе кун кунлать. Вĕсенчен инçех мар Земземия хĕрĕ хăйĕн çемйипе пурăнать, ватăсене пулăшса тăрать.

Эпир те ял-йышра чыс-хисепе тивĕçнĕ ĕç ветеранне ырлăх-сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр.

Г.КАЗЯНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru