Çемье династийĕ пысăк хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-20 09:23:23 Версия для печати
ЭЛЕКТРИЧЕСТВО пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Кил-çуртра пĕр самантлăха çутă сỹнсен хамăра алăсăр юлнăн туятпăр. Çутăсăр пуçне телевизор, компьютер, холодильник, япала çумалли машина, микроволновка, электричествăпа ĕçлекен духовка тата тем те пĕр ĕçлеймеççĕ... Çапла, эпир халь хăтлăха хăнăхса çитнĕ _ краççын лампипе е çурта çуттипе пĕр талăк та пурăнма пултараймастпăр.

Электричествăпа кунĕн-çĕрĕн тивĕçтерекенсем вара _ "Атăл çинчи МРСК" "Чăваш энерги" филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем. Энергетиксен йышĕнче _ пĕр тăван Тимофеевсем: Вячеслав _ тĕп инженер, Сергей _ диспетчер. Алексей шăллĕ те _ электричествăна лайăх ăнкаракан тĕрлĕ енлĕ специалист _ пĕр вăхăт кунта контролер тивĕçĕнче тăрăшнă. Сăмах май, Александр шăллĕ те Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ _ Шупашкарта тĕпленнĕскер, унта ĕçлесе пурăнать.

Çапла вара Пуянкассинче пĕр çемьере çуралса ỹснĕ тăватă пĕр тăван хăйсен кун-çулне электричествăпа çыхăнтарнă. Епле пуçланса кайнă-ши çемье династийĕ?

_Аттен тетĕшĕ Митя тете Шупашкарта çур ĕмĕр электрикра ĕçленĕ. Пĕррехинче вăл пирĕн пата килсе пăлтăра, чăлана, кашни пỹлĕме электричество кĕртсе пачĕ. Эпĕ ун чухне 8 çултаччĕ пулас _ çав тери ăмсанса пăхса тăтăм вăл проводасене епле çыхăнтарнине. Пирĕншĕн, вĕтĕр-шакăр ача-пăчашăн, вăл чăн-чăн асамçă пекех туйăнчĕ. Манăн та ун пекех электрик пулас килчĕ. Çак ĕмĕт Пуянкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухиччен те канăç памарĕ, _ аса илет Тимофеевсен чи аслă ывăлĕ _ Сергей Федорович. _ Çавăнпа та уроксем хыççăн ытларах математика, физика пред-мечĕсемпе лараттăм.

1987 çулта Сергей пур предметпа та "4" тата "5" паллăсемлĕ аттестатпа Чулхулари политехника институчĕн радиотехника факультетне каçхи уйрăма вĕренме кĕрет. Кăнтăрла завод- ра ĕçлет. Йышлă çемьере асли пулнăран (4 ывăл, 2 хĕр çитĕннĕ вĕсем), хăй тĕллĕн пурăнма тăрăшнă ĕçчен те сăпайлă каччă. Пĕр курс вĕреннĕ хыççăн çар тивĕçне пурнăçлама ят тухать _ çав çулсенче 18 çул тултарнă кашни йĕкĕт, вĕренĕве пăхмасăр, салтак тумне тăхăннă.

1988-1990 çулсенче электромонтерсен отделенийĕн командирĕ С.Тимофеев Беларуç Республикинче тата Кострома облаçĕнче службăра тăрать, тăван килне сержант званипе таврăнать.

Г.ИВАНОВА.

Малаллине хаçатăн 94-мĕш номерĕнче вулама пултаратăр.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru