Саккунсăр каснă чăрăшшăн _ штраф

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-20 09:17:47 Версия для печати
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри вӑрмансенче лӑсӑллӑ ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп тӗрӗслӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтерет.

Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсен кӗсьене 3-4 пин тенкӗлӗх ҫӳхетмелле, должноҫри ҫынсен — 20-40 пинлӗх, предприяти-организацисен — 200-300 пинлӗх.
Йывӑҫ каснӑ чух автомототранспортпа тата ытти хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен те яваплӑх пысӑкрах. Вӗсене 4-5 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ тата ятарлӑ хатӗре туртса илме ирӗк пур. Икӗ йывӑҫ кассан РФ Уголовлӑ кодексӗн 260-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма май парать саккун.
П.ТИМОФЕЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru