Сыхлар симĕс чăрăша

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-17 11:34:43 Версия для печати
Çак ятпа "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче акци пуçланнă. Пурте пĕлетпĕр, Çĕнĕ çула чăрăш илемлетсе кĕтсе илетпĕр. Çакна пула пин-пин чăрăшпа хыра касаççĕ. Каярах вара вĕсене кăларса пăрахаççĕ, çунтарса яраççĕ. Çапла туса çут çанталăка мĕн тери пысăк сăтăр кỹретпĕр.

Наци паркĕнче шкула тата ача садне çỹрекенсемпе ирттерекен усăллă сехетсенче лăсăллă йывăçсен кулленхи пĕлтерĕшĕ пирки каласа ăнлантараççĕ, вĕсене упрамалли çинчен пĕлтереççĕ. Çавăн пекех пĕчĕккисемпе тĕрлĕ темăсемпе утренниксем пулса иртеççĕ. Паллах, елка çине çакмалли теттесем тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çак тĕл пулусенче чи пĕлтерĕшли _ лăсăллă йывăçсене упраса, сыхласа хăварма чĕнсе калакан листовкăсем. Хăйсен аллисемпе тĕрлĕ хатĕртен ăсталанă елкăсем те чĕрĕ чăрăша упраса хăварма систерекен паллă шутланаççĕ.

Эсир те, район çыннисем, çак акцие хастар хутшăнма пултаратăр. Вăхăтлăх савăнăç саманчĕшĕн чăрăш-хыр касас вырăнне лавккаран е пасартан искусственнăй чăрăш туянсан юрамасть-ши?

С.ЛАРИОНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru