Пирĕн ёлка питĕ капăр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-10 12:06:26 Версия для печати
ПИРĔН районта çулсеренех декабрь уйăхĕнче ял тăрăхĕсене, предприятисемпе учрежденисене уяв тĕлне капăрлатас тĕллевпе «Шăмăршă тăрăхĕ _ Çĕнĕ çул умĕн» конкурс йĕркелеççĕ.

Кăçал та вăл çак номинацисемпе иртет:

«Ял тăрăхĕнчи тĕп елкăна капăрлатасси».

«Предприятисемпе учрежденисене тата организацисене илемлетесси».

«Кил-çурт умне Çĕнĕ çула кĕтсе илме капăрлатасси»;

«Пĕчĕк бизнесăн предприятийĕсене илемлетесси»;

Конкурса хутшăнас текенсен декабрĕн 20-мĕшĕччен shemculture@cap.ru. электрон адресĕ çине заявка ярса памалла. Ятарлă комисси конкурс тăрăх декабрĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмлетỹ тăвать. Конкурсра палăрнă ял тăрăхĕсемпе предприяти-учрежденисене тата харпăр хăй кил-çурт хуçисене Дипломпа, Тав çырăвĕпе чыслаççĕ. Эппин, капăрлатар хамăр пурăнакан вырăна, Çĕнĕ çула илемлĕ кĕтсе илер!
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru