Сцена пире малашне те савăнтарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-10 12:04:27 Версия для печати
ИРТНĔ кĕçнерникун Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче Театр çулталăкĕ вĕçленнине халалласа район шайĕнчи чаплă мероприяти иртрĕ. Çак ятпа пултарулăх ушкăнĕсене, кун-çулне сценăпа çыхăнтарнă культура ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Александр Васильевич Театр çулталăкĕнче уйрăмах палăрнă сцена ăстисене район администрацийĕн пуçлăхĕн наградисемпе чысларĕ. Шăмăршăри халăх театрĕ лартакан спектакльсенче ăста вылякансенчен Ирина Федорована _ Хисеп грамотипе, Олег Львов, Ольга Тимофеева, Федор Малов, Татьяна Давыдова хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене _ Тав çырăвĕпе.

Мероприятире районти халăх театрĕн режиссерĕ Валентина Львова тухса калаçрĕ, театрăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сахал мар çитĕнỹсем тунă халăх юратакан театр, республикăри фестивальсенче çĕнтерсе Дипломсене тивĕçнĕ.

Юлашкинчен театр коллективĕ куракансене А.Чебанов пьеси тăрăх лартнă «Мыскаран мăйраки кукăр» камит парнелерĕ, чăннипех те асра юлмалли сăнарсемпе савăнтарчĕ. Район центрĕнче пурăнакансем çак камите юнкун, декабрĕн 11-мĕшĕнче, курма пултараççĕ. Спектакль 18 сехет çурăра пуçланать. Пурне те çитсе курма чĕнетпĕр.

К.ЕГОРОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru