Шăмăршăсем муркашсене саламларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-10 12:02:12 Версия для печати
Нумаях пулмасть Шăмăршă районне хăйсен пултарулăхĕпе Муркаш районĕнчи «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ концертпа килсе кайнăччĕ. Иртнĕ эрнере вара шăмăршăсем «Муркаш» патне хăнана çитсе килчĕç. Сăлтавĕ те пысăк пулчĕ: «Муркаш» фольклор ансамбльне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине унти Культура çуртĕнче сумлăн уявларĕç.

Уяв каçне фольклор ушкăнĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шăнкăрав» пуçламăш класс ачисен тата вăтам классенче вĕренекен ачасенчен тăракан «Шăпчăк» коллективсем пуçларĕç. Куракансене ачасем хăйсен ташши-юррипе тыткăна илни палăрчĕ _ куç илмесĕр пăхрĕç чăваш тумне тăхăннă ачасем çине. «Муркаш» вĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланать: маларах йĕркеленнĕ «шăпчăксем» ку таранччен республика шайĕнчи тĕрлĕ фестивальте, конкурсра малти вырăнсене сахал мар йышăннă.

Уяв мероприятийĕнче ансамбле саламлама чылай хăна пуçтарăнчĕ. Пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса салам, тав сăмахĕсем каларĕç «Муркаш» ансамбле.

Шăмăршăсем вара «Муркаша» пĕчĕк юбилей ячĕпе саламласа анат енчи чăвашсен юрри-ташшине парнелерĕç. Анатри чăвашсен тумĕн илемлĕхне хакласа пăхни, «Аххаяс» ушкăнăн сцена çинчи пултарулăхĕ килĕшни палăрчĕ муркашсен куçĕнче. Шăмăршăри централизациленĕ клуб тытăмĕн методика центрĕн ертỹçи Татьяна Давыдова та муркашсене чысласа чи ырă сăмахсем каларĕ, Шăмăршă тăрăхĕнчен ăшă салам илсе çитернине тата пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăну та, туслăх та малаллла та çирĕпленсе пырасса ĕмĕтленнине пытармарĕ.

«Шăмăршă хыпарĕ» район хаçачĕн ертỹçи Наталия Ильина та сцена çине тухса хăйĕн ентешĕсене илемлĕ юрă парнелесе пултарулăхра çитĕнỹсем тума сĕнчĕ. Туслă çыхăну нумай вăхăта пырасса шанса ырă сывлăх сунчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru