Интернет пĕлỹ çăлкуçĕ кăна пултăрччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-06 09:09:45 Версия для печати
ИНТЕРНЕТ хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă Пĕрлĕхлĕ урока хутшăнса, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçларĕç.

Вĕсене 6-11, 12-16, 17-19 çулхисем валли хатĕрленĕ, кашни тестра 10-20 ыйту. Шкул ачисем тĕрĕслев ĕçне Интернет урлă пурнăçланăран, тĕрĕс е йăнăш хуравсем çинчен те çийĕнчех пĕлчĕç. Тест хыççăн кашни шкул ачиех тĕрĕслев ĕçне ăнăçлă пурнăçлани çинчен электрон документне тивĕçнĕ.

Калас пулать, хальхи вăхăтра, Интернет сечĕ анлă сарăлнă тапхăрта, асăрхануллă пулмасан Интернет хăрушлăх та кăларса тăратма пултарать. Уйрăмах шкул ачисен интернет-мошенниксен ултавне, киберпреступниксен серепине çакланас хăрушлăх тăрать. Çавăнпа та çамрăксене Интернетри информаципе пĕлсе усă курма вĕрентетпĕр. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче те çакăн пирки аса илтерсех тăратпăр.

И.ЯКОВЛЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru