Çемье çирĕплĕхĕ _ ачасенче

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-06 09:07:57 Версия для печати
Залалтдиновы.jpg
ÇАК эрнере Шупашкарта "Çулталăк çемйи _ 2019" республика конкурсĕ иртнĕ. Унта хутшăннă çемьесене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, савăнăçлă лару-тăрура конкурс çĕнтерỹçисене чысланă, çемьери килĕшĕве, ырă йăла-йĕркене упраса малалла аталантарса пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

Паян çемье институтне çирĕплетесси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси патшалăхăн социаллă пурнăçпа экономика политикин тĕп çул-йĕрĕ тата çĕршыва малалла аталантармалли чи кирлĕ услови. Чăваш Енре социаллă пурнăç, сывлăха сыхлас, ĕç, вĕренỹ, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви сферисенче çемьесене пулăшас, вĕсене социаллă хỹтлĕх кỹрессине вăйлатас енĕпе патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Паян пулас çемьесене витĕм кỹме тăрăшмалла, ача тĕп пуянлăх иккенне ăнлантарса памалла. Телей шăпах та ачасенче пулнине çитермелле", _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Кăçалхи республика конкурсĕнче пирĕн район чысне Шăмăршăра пурăнакан Залалтдиновсен туслă çемйи хỹтĕленĕ. Вĕсен çемйинче икĕ пултаруллă та чипер хĕр çитĕнет, ашшĕ-амăшĕ вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чунтан тăрăшать.

Г.КАЗЯНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru