Пурăнать мăнакка Тури Чаткасра

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-03 17:55:21 Версия для печати
Ача чухне час-часах Тури Чаткас ялĕнче пулнă. Унта пире кукамайпа кукаçи ăшшăн кĕтсе илетчĕç. Вĕсенчен ытларах мăнакка пире тараватчĕ. Вăл сахал мар пире пăхнă. Паян кун та çав хаваслă вăхăта асран кăлармастпăр. Ырă кунсем чунра савăнăç çуратаççĕ.

Елизавета Козлова 90 çул çак çĕр çинче пурăнать. Вăл 1929 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрарăм хăй пурнăçĕнче хура-шурра пайтах курнă. Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Çав хăрушă самана никама та пуçран шăлман. Йывăрлăхсене шăла çыртса чăтма тивнĕ. Ача-пăчан çитĕннисемпе пĕр тан ĕçлемелле пулнă. Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, ялти шкулта 4 класс кăна вĕренме тỹр килнĕ. «Красный воин» колхозра вăй хунă, мĕн хушнине веçех пурнăçлама тăрăшнă, ытти çынсенчен нимпе те кая юлма тăрăшман. Çитĕннĕçем вăрман касма та кайнă, тăраттайкăпа Патăрьел вăрманĕнчен вутă та турттарнă. Йывăр пулнă, анчах чăтнă.

Çĕнтерỹ кунне 16 çулхи хĕр савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ. Вăрçа пула юхăннă ялсемпе хуласене ура çине тăратмалла. Апла пулсан татах та тăрăшарах вăй хумалла. Ашшĕ вырăнне Елиса конюха вырнаçнă. Хĕр хăйĕн тантăшĕсемпе выртмана та çỹренĕ, лаша кĕтĕвĕ те кĕтнĕ. Каярах сыснасем те пăхнă, ĕнесем те сунă. Яланах колхозра лайăх ĕçлекеннисен шутĕнче пулнă. Темиçе хутчен те «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерỹçи» ята тивĕçнĕ. Унăн ĕçне Тав хучĕсемпе парнесем парса хакланă.

Кỹршĕ район каччипе пĕрлешсе пĕр хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Халĕ хĕрĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса-килĕштерсе пурăнать. Елизавета Ивановнăна 3 мăнукĕпе вĕсен 4 ачи те савăнса пурăнма вăй-хал парнелеççĕ.

Э.СЕМЕНОВ. Карапай Шăмăршă ялĕ
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru