Фермăна _ экскурсие

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-03 17:51:34 Версия для печати
ШКУЛ ачисемшĕн пулас профессие тĕрĕс суйласси _ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем «А.И.Сатеев» хресчен(фермер) хуçалăхĕнчи кайăк-кĕшĕк ферминче экскурсире пулчĕç. 16 пин хур çитĕнтернĕ кунта кăçал, халĕ вĕсене пусса тирпейлеççĕ. Шкул ачисене шăпах çак цех ытларах интереслентерчĕ те. Унта ĕçлекенсем вĕренекенсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Çавăн пекех хур чĕпписене епле апатлантарасси, вĕсене лайăх аталантарма тивĕçлĕ условисем туса парасси те тимлĕхре пулчĕ.

Экскурси çамрăксемшĕн интереслĕ те усăллă иртрĕ.

Н.УГАРИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru