Шăпчăк сассиллĕ пепкесем...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-12-03 17:27:51 Версия для печати
соловууушки.JPG
ИРТНĔ эрнекун Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче «Соловушка» шкул çулне çитмен ачасен юрă конкурсĕ иртрĕ. Район шайĕнчи конкурсра ачасем пĕр-пĕринпе 2 номинацире ăмăртрĕç: 3-4 тата 5-6 çулхисем.

Чи пĕчĕккисем хушшинче çĕнтерỹçĕсем М.Максимов, С.Кирпичникова, В.Чашкина («Ромашка» ача сачĕ) пулчĕç. 2-мĕш вырăна М.Федорова, С.Степанов, Д.Сабаева («Василек»), 3-мĕш вырăна А.Сидорова, Л.Юманова («Ромашка») йышăнчĕç.

5-6 çулхисем хушшинче те чи пултаруллă пĕчĕк юрăçсем пурте «Ромашка» ача садне çỹрекенсем пулчĕç. В.Григорьева _ çĕнтерỹçĕ, А. Мульдияров тата Я.Хайыдова _ призерсем.

Дуэтпа юрлакансенчен Кивĕ Чукалтан килнĕ М.Ильдяковапа П.Мандрюкова çитекенсем пулмарĕç. Карапай Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн воспитанникĕсем А.Федоровапа В.Петькова 2-мĕш степень Дипломĕпе тивĕçрĕç. Васанти Аннăпа Татьяна Еремеевасем виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç.

Çамрăк юрă ăстисене район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕ тата «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ Хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

Çавăн пекех чĕререн тухакан тав сăмахĕсем «Ромашка» ача сачĕн коллективĕ ячĕпе те янăрарĕç _ кашнинех тараватлă кĕтсе илнĕшĕн, конкурс ирттерме кирлĕ условисемпе тивĕçтернĕшĕн.

Мероприяти вĕçленсен пĕчĕк юрă ăстисем хăйсен преподавателĕсемпе тата конкурса йĕркелекенсемпе асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç. Малашне юрăçăсем тата ытларах пуласса кĕтетпĕр.

Л. ГОРДЕЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru