Ăçтан пуçланнă-ши Чаткас?..

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-29 13:52:18 Версия для печати
чаткассем чупащще.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Чаткас _ чаплă ял.

Н.А.Ашмарин.
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, 15-16 тт.

ЯЛ мĕнле пуçланса кайни, ун таврашĕнчи вырăн ячĕсем кашнинех кăсăклантараççĕ. Чаткас ялĕсемпе çыхăннă халапсем, истори факчĕсем çав тери интереслĕ. Паллаш-ха эппин, вулаканăм, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ Шăмăршă вулăсĕнчи Анат Чаткас тата Тури Чаткас ялĕсем çинчен çỹрекен сăмах-юмахпа.

Пĕрремĕшĕ. Вырăс патши Хаяр Иван 1550 çулсем пуçламăшĕнче Хусан ханлăхне парăнтарма 150 пинлĕ çарпа Муром хули урлă кăнтăр-хĕвел тухăç енчен çул тытнă. 1952 çулхи августра Чаткас пулнă вырăнсенчен çак çарсем иртсе кайнă. Ун чухне ку вырăна "Дикое поле" ("пушă хир") тенĕ, мĕншĕн тесен Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ саланнă хыççăн кунти чăвашсем тарса пытанса пĕтнĕ.

VI Иван патша çарĕсем валли кĕперсем тунă, çулсене юсанă. Вăл Хусан хулине çĕнсе илнĕ хыççăн çапăçура чапа тухнă çыннисене хăйсен кăмăлĕпе çĕр суйлама ирĕк панă. Алкай, Алкын, Алтым ятлă çар çыннисем Чаткас тăрăхне кăмăлланă. Хăйсем чаплă çар çыннисем пулнипе яла Чапкас (Чаплă ял) ят параççĕ. Вĕсем виççĕш те ту çыннисем _ чăвашсем пулнă. Малтан хальхи Тукас вырăнне суйласа илнĕ. Кунта шурлăх-чăтлăх, кỹлĕ нумай пулнă, хур кайăк йышлă ĕрченĕ. "Кунта хурсем кăна", _ тенĕ иртен-çỹрен мишерсем. (Вырăсла "одни гуси", "только гуси"). Çак вырăна "Чаткас башă" _ "Чаткас пуçĕ" _ "Чаткас пуçланнă вырăн" тенĕ.

Иккĕмĕшĕ. Анат Чаткас ялĕ 1180 çулта пуçланса кайнă имĕш. Хальхи Чаткасран виçĕ çухрăмра (кăнтăр еннелле) Чул тата Тип çырмасем пур. Çав çырмасен хушшине урăх вырăнти чăвашсем килсе ларнă. Тавралăхĕ тулăх, пуян. Выльăх усрама лайăх. Инçех мар вырнаçнă Утиел (Вольный Стан, Тутарстанри Пăва районне кĕрет) тутарĕсем пĕрмаях вĕсен лашисене, ĕнисене вăрласа кайнă. Аптранипе чăвашсем ялти чи сумлă çынна _ Микулая Тури Чаткас вырăнĕнче пурăнакан Ильмет тутар патне çĕр ыйтма янă. Ильмет хуçа вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Вăл панă ирĕкпе ял-йыш хальхи Анат Чаткас çĕрĕ çине куçнă. Унчченхи вырăна "çурт хушши" тенĕ, мĕншĕн тесен çуртпа çурт хушши питĕ сахал пулнă. Микулая хисеп-лесе хăйсем пурăнакан яла чăвашсем ун ятне панă. Тỹрем çĕрсем ларнипе тата чакаксем нумай пулнипе "Чакаклă Микула" ялĕ тенĕ. Микулай ячĕ вырăс чĕлхинче те упранса юлнă: Чепкас-Никольское. Çапла вара Анат Чаткас тесе каласси яланлăхах çирĕпленсе çитнĕ. Ильмет тутар пурăнакан яла "Ильмет ялĕ" тенĕ. Вырăсла ăна "Чепкас-Ильметево" тесе çирĕплетнĕ.

Виççĕмĕшĕ. Чаткас ялĕсем 400 çул каялла _ Хаяр Иван патша вăхăтĕнче пуçланса кайнă пулать.

Хальхи Анат Чаткас вырăнĕнче вăрман, пысăк кỹлĕ пулнă. Кỹлĕ- ре вара нумай хур ишнĕ.

Çав вăхăтра пĕр пуянăн ывăлĕсем _ Ильметпе Палтай çĕр пăхса çỹренĕ. Çул çинче канма ларсан пуян ывăлĕсем тарçине малалла янă. Тарçи каялла таврăннă та çĕнĕ вырăн пирки: "Анта чăт кас", _ тенĕ. Ку вăл "унта хур нумай" тенине пĕлтернĕ. Çапла "чăт кас" тенинчен ял ячĕ _ Чаткас тухса кайнă.

Ильметпе Палтай татах утнă. Палтайăн лаши уринчен аманнипе Ильмет хăй кăна 7-8 çухрăм кайса хальхи Чаткас çĕрне çитнĕ. Ял йĕркелесе янă. Ильметево ялĕ Никольское ялĕнчен маларах йĕркеленсе кайнă теме пулать.

Тăваттăмăшĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхне Монголи монгол-тутарсен çарĕсем VIII-мĕш ĕмĕрте çĕнсе илсен Микулай чăвашпа Ильмет мишер, халиччен пĕр-пĕринпе тăшман пулнине пăхмасăр, питĕ туслашса каяççĕ. Унччен Ильмет Микулая вилĕмрен çăлса хăварать, унтан вăлах ăна, аякри Турци çĕршывне сутса ямаллискере, тыткăнран хăтарать. Монгол-тутар çарĕнчи тискерлĕхе йышăнманскер, хăй те чăваш йĕкĕчĕпе пĕрлех тарма шутлать. Вĕсем Атăл, Сĕве шывĕсем урлă пĕренесемпе усă курса каçаççĕ. Микулай Ильмете 2 хут шыва путасран хăтарать. Вĕсен туслăхĕ тата çирĕпленет.

Хырла шывĕпе хĕвел анăç енне çул тытаççĕ туссем. Вăрă-хурахсем (монгол-тутарсем хăйсен çĕнтерĕвне ку тăрăхра паллă тунă) çỹллĕ вăрманпа пысăк юхан шыв тăрăхĕнче иртĕхнипе, лапă евĕр çеç юхса выртакан шыв хĕррине вырнаçаççĕ.

Çулсем иртнĕ май Микулайпа Ильмет çемйисем йышланаççĕ. Ял ỹссе пырать. Çĕр касакан _ мишавай çитет. Ку вырăс пулнă. Хăйне кăрчамапа, шăрттанпа чыс тума ыйтать. Туссем ăна яланхи апатпах сăйлаççĕ. Касса парать вара вырăс мишавай чаткассене икĕ шăлавар пĕççи евĕр çĕр лаптăкĕ.

Чаткас ялĕсем хăçан йĕркеленнине тĕрĕс палăртма май çук пулин те, вĕсен çыннисем хальхи Анат Чаткасран 3 çухрăм кăнтăралла Чул тата Тип çырмасем хушшинчи çĕр çинче пурăннă теме пулать. Çакна халĕ те "çурт хушши" вырăнĕсенче тупăнакан пĕрене пайĕсем, чỹлмек катăкĕсем, икĕ пусă юлашкийĕсем çирĕплетеççĕ.

Чаткассен калаçăвĕнче çирĕпленсе юлнă вырăн ячĕсем _ топонимсем çав тери кăсăклă. Вĕсем пурнăçри чăнлăхпа çыхăннă.

Чаткас шывĕ _ Анат Чаткас ялĕ варрипе юхакан шыв. Ял ячĕпе çыхăннă.

Чул çырма _ ĕлĕк чаткассем пурăннă вырăнти çырма. Кунта мунча чулĕ кăлараççĕ.

Тип çырма _ типнĕ çырма. Чаткассем малтан пурăннă вырăнти çырма ячĕ.

Лявкка çырми. Хальхи чиркỹпе юнашар пĕчĕк çырма юхса иртет, Тимĕрçĕ пĕвипе пĕрлешет. Ĕлĕк çав çырмана Лявкка ятлă чиркỹ старости кайса вилнĕ. Ĕçсе ỹсĕрĕлнĕскере çамрăк Паççа килне ăсатма тухнă. Вăл кун çумăр вăйлă çунă. Çырма урлă пĕчĕк каçма хунă пулнă. Лявккана çамрăк ача тем пек каçма урлă каçарасшăн пулман, анчах староста хăех каçма пуçланă. Çуррине çитсен староста шыва персе аннă. Паççа чиркỹ чанĕ патне чупнă. Ял-йыш ỹсĕрскере çăлса хăварайман.

Тимĕрçĕ пĕви. Лявкка çырми юхса кĕрекен пĕве. Вăл Чаткас шывĕ юхакан вырăнта, кĕпер патне çитиччен. Пĕвере хăй вăхăтĕнче тимĕрçĕ путса вилнĕ. Кăшарни каç ĕлĕк ку пĕве пăрăнчен пысăк хĕрес касса кăларса лартнă.

Якур пусси _ Тип çырмапа Чул çырма хушшинчи çĕр лаптăкĕнче чавнă пусă. Ĕлĕк чаткассем пурăннă вырăнта упранса юлнă. Якур ятлă çын чавнăран çапла ят панă.

Микуç пусси _ Тип тата Чул çырмасем хушшинчи çĕр лаптăкĕнче чавнă пусă. Микуç ятлă çын чавнăран çакăн пек ят панă.

Масар çырми _ Анаткас вĕçĕнче çырма çывăхĕнчи сăрт çинче выльăх масарĕ пулнă. Масар çывăхĕнче пулнăран çырмана "Масар çырми" тенĕ.

Кив пỹрт çырми. Ун çумĕнче кивĕ çурт ларнă. Халĕ ун тĕлли-палли те çук.

Хĕреслĕ урам çырми. Çак урам çумĕнче çырма юхса выртнă пулнă. Ячĕ урам ячĕпе çыхăннă.

Юман çырми. Чаткас шывне Çĕнĕкас урлă юхса кĕрекен (халь типнĕ) шыва çакăн пек каланă. Пахчине çурхи шыв çурса каясран çав çырма хĕррине Юман ятлă çын хăвасем ларт- нă. Çавăнтанпа "Юман çырми" теме пуçланă.

Пăхаллă кỹлли. Пăхаллă вăрманĕпе юнашар пысăк кỹлĕ çуталать, малтан пĕчĕк шыв пулнă. 1967 çул чаткассем ăна пулă ĕрчетес шутпа ятарласа пысăклатнă. Çав кỹлĕре халĕ те пулă нумай. Социализм вăхăтĕнче, 70-80 çулсенче, кунта çуллахи лагерьте тăнă ĕне-пăру шыв ĕçнĕ. Кỹлĕ ялăн кăнтăр енĕнче, Хурăнвара (Тутарстанри Çĕпрел районĕ) каймалли çул çинче вырнаçнă.

Çарăк кỹлли. Çĕнĕкас вĕçĕнче пысăк лап пур. Ĕлĕк ку вырăнта кỹлĕ пулнă. Ун çумĕнче çарăк ỹстернĕ пулнă. Кỹлĕри шывпа ỹсекен çарăка шăварнă. Халь çав кỹлĕ типнĕ.

Матĕрне кỹлли. Ял вĕçĕнче _ çырма хĕрринче Матĕрне ятлă хĕрарăм пурăннă. Кỹлĕ ун ячĕпе çыхăннă.

Туктар сачĕ. Чаткас шывĕ хĕррипе чĕртсе лартнă сад. Унта улма йывăççисем ытларах ỹснĕ. Сад чĕртекенĕ Туктар ятлă çын пулнă.

Сталин пахчи. Анат Чаткас ялĕн малтанхи колхоз правленийĕн çумĕнче ỹснĕ пахча. Кунта çĕршывăмăр хуçи _ И.В.Сталин палăкĕ пулнă. Сталина йывăçсем лартса асра тытнă. Пахчана 30-çулсенче лартнă.

Пăхаллă вăрманĕ. Чаткасран 5 çухрăмри вăрман. Йывăçсем кунта ушкăнăн-ушкăнăн ỹсеççĕ. Пĕчĕк уçланкăсем те пур. Колхозсем вăйлă аталаннă вăхăтра кунта пысăк утар тытнă, паха пыл пухса илнĕ.

Аслă хир. Чул çырмаран хăпарсан йăлăм пуçланать, пĕр вĕçренех Аслă хир. Пысăк пулнипе, инçе тăсăлнипе "Аслă хир" тенĕ ăна. Аслă хирте шурлăх, Микуç тата Якур пуссисем пур.

Улăп тăпри. Анат Чаткаспа Упи (Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет) çулĕ çинче пĕр пысăк тĕмеске пур. Вăл Улăп тăпри пулнă теççĕ. Ĕлĕкрех вăл çỹллĕ пулнă.

З.ВОРОБЬЕВА.

(В.И.Максимовăн "Чаткас, чаткассем" кĕнекери материалпа тата асламăшĕ А.П.Воробьева (1915 çулта Анат Чаткасра çуралнă) каласа панă халап-юмахпа усă курнă).

Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru