Ăçта тăхăнтăн, çавăнтах хыв

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-29 13:34:14 Версия для печати
саша и бахилы.jpg
Пулмастех пулĕ пиртен тирпее вĕренсе культурăллă пурăнасси? Кашни сехетрех аса илтерсе каласа тăрсан та усси çук. Хушса е чĕнсе каланине хăлхана та чикместпĕр. Хамăра мĕнле килĕшет, çапла пурăнма тăрăшатпăр. Тĕрĕсрех каласан, çын тунă ĕçе хаклама пĕлместпĕр.

Район больницине кĕрекенсене урисине бахилăсем тăхăнма ыйтаççĕ. Тухтăрсем те хăйсен йышăну пỹлĕмĕсене вĕсемсĕр кĕртесшĕн мар. Атă-пушмак тĕпне çыпăçнă урамри тасамарлăх ан варалатăр тесе тăрăшаççĕ. Темле йывăр пулсан та çынсем пурнăçлакалаççĕ мĕн ыйтнине, вăрçăна-вăрçăна урисене бахилăсене сыраççĕ. Пỹлĕмрен пỹлĕме чаштăртаттарса кăна çỹреççĕ. Кайран вара, кирлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн, урана мĕн сырнипе урама тухса каяççĕ. Ăçта килнĕ çавăнта пăрахса хăвараççĕ. Бахилăсем унта та кунта вĕçеççĕ, йăваланаççĕ...

Больницăран тухас умĕн те, тухсан та çỹп-çап пăрахмалли урнăсем лараççĕ. Мĕншĕн бахилăсене унта пăрахса хăвармалла мар? Васканă чухне бахилăсене хывмасăрах тухса чупни пулкалать-ха. Урасем çине пăхса илсен е машинăна вырнаçиччен асăрхасан кăна вĕсенчен хăтăлсан, ăна урама пăрахса хăвармаллине пĕлтермест. Çакăн пек тунине вара час-часах курма пулать.

Темĕнле йывăр пулсан та, атьăр-ха хамăр пурăнакан таврана тасалăхра тытма вĕренер. Хамăр тăрăшмасан пире никам та çакна туса памĕ. Çыннăн культура мĕн иккенне тахçанах ăнланса пурăнма вăхăт çитнĕ. Шел те, эпир çакна ăнланасшăн мар. Урамсемпе тăкăрлăксем, учрежденисемпе предприятисен, лавккасемпе кафесен таврашĕсем тирпейлĕ курăнсан кăмăллăрах-çке. Нивушлĕ çакă районта пурăнакан çынсене шутлаттармасть-ши?

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru