Пăрпа шỹтлемелле мар

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-29 13:23:54 Версия для печати
осторожно леддддддддд.jpg
Хĕл ларакан тапхăрта пăр çирĕп шăнса çитеймест-ха, çавăнпа та пăрланнă пĕве те хăрушлăх кỹрет.

Пăр мĕн хулăнăшне унăн тĕсне кура пĕлме пулать. Хулăнни кăвакрах е симĕсрех тĕслĕ. Енчен те çиелтен пăхсан пăр шурă е шупка сарăрах пулсан ун çине ура ярса пусма юрамасть. Чи çỹхе пăр, паллах, юр хỹсе лартнă вырăнта, хăмăш хушшинче тата шывра ỹсекен курăк курăннă çĕрте пулать.

Тăрук пăр айне пултăр пулсан çухалса ан кайăр. Аллăрсене сарса пăр хĕрринчен тытăнса пуçпа шыв айне пулас мар тесе тăрăшмалла. Пăр çийĕнче мĕн чухлĕ нумайрах вырăн йышăнатăр, çавăн чухлĕ лайăхрах. Вакка ытлашши сарса ярасран та асăрханăр. Хăвăра урасемпе пулăшса хытă пăр çине тухма тăрăшăр.

Вакăран тухма пултарсассăн тỹрех хăвăр ăçтан килнĕ çав еннелле упаленсе кайăр. Çыран хĕрринче кăпăшка юр шыраса ун ăшне чăмăр. Типĕ юр сирĕн тум тирти ытлашши шыва сăрхăнтарĕ. Çапах та йĕпе çи-пуçа часрах улăштарма е типĕтме тăрăшăр.

Сирĕн куç умĕнчех кам та пулин шыва каять пулсан, ăна малтанах пулăшу çитессе шантарăр. Путакан патне урасене сарса, хырăм çинче шуса çеç пыма юрать. Алă айĕнче йĕлтĕр пулсан йĕлтĕре е йĕлтĕр туйине путакана тăсса парăр. Вакă хĕррине çывхарма юрамасть! Шыва кайнă çынпа ăна пулăшакан пĕр-пĕринчен 3_4 метртан сахал мар хушăра пулмалла. Çавăнпа та шарф, пиçиххи е çакна майлă урăх япалан пĕр вĕçне путакана ывăтса памалла.

Çакна асра тытмалла: хĕллехи кун пулла кайсассăн пĕр тĕлтех темиçе вакă ан шăтарăр, пĕр вырăнта нумаййăн ан пухăнăр. Кашни пулăçăнах çумра 12_15 метр тăрăшшĕ вĕрен пулмалла. Вĕренĕн пĕр вĕçне 400-500 грамм йывăрăш хатĕр çакмалла, тепĕр вĕçне алла тăхăнтартмалли тĕвĕ тумалла.

Конькипе ярăнас текенсем валли те ятарлă вырăнсем пулмалла. Малтанах çырмари пăр мĕн хулăнăшне тимлĕн виçмелле, тишкермелле, кайран çеç конькипе ярăнма юрать. Пăр хулăнăшĕ кун пек чухне 12 сантиметртан кая мар, ярăнакансем нумай пулсан 25 сантиметртан кая мар пулмалла.

О.ИЧАНКИНА,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru