Ял хушшине кĕтĕм те ачалăха шырарăм...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-26 11:43:15 Версия для печати
Раççейре ялсем ватăлни, унта пурăнакан çынсен шучĕ чакса пыни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва хамăр районта та сăнама пулать. Ялсенче пурăнакансем сахалланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, унта тĕпленме тăрăшаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, шкул пĕтерсен хăйсем валли мĕнле те пулсан професси алла илес шухăшпа унталла вĕçтереççĕ. Кайран вара ял енне çаврăнса та пăхмаççĕ. Нумайăшĕн валли суйласа илнĕ профессипе ĕç тупăнмасть, теприсене шалу тивĕçтермест т. ыт те.

Районти лару-тăру пирки эпир хаçатра "Ялсем ватăлаççĕ, пурăнакансем сахаллансах пыраççĕ" ятпа пичетленнĕ материалта уçăмлăн çырса кăтартнăччĕ. Ăна пичете хатĕрлеме ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсемпе ЗАГС пайĕ пулăшнăччĕ. Унта çынсен шучĕ чакнине те, çуртсем хупăннине те палăртса хăварнăччĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе нимĕнле çĕнĕлĕх те илсе кăтартаймастпăр.

Çамрăксем мĕншĕн ялта тытăнса тăманни кăна шухăша ярать. Вĕсене тăван тăрăха каялла тавăрас тесе, тен, районта сахалрах тăрăшаççĕ? Аслă е професси паракан вăтам пĕлỹллĕ учрежденисенчен вĕренсе тухакансене мĕн туса памалла? Мĕн хăратать вĕсене хăйсен тăван килĕсене таврăнма? Сăлтавĕсем питĕ нумай. Хăшне-пĕрне асăнса иртрĕмĕр те ĕнтĕ. Ĕç вырăнĕсем çителĕксĕр пулни, шалу тивĕçтерменни. Çакна хирĕçлеме çук.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç вырăнĕсем пурри пирки хыпарлаççĕ. Çулталăкĕпех çав вакансисем уçă тăраççĕ. Районти больницăна тухтăрсем çитменни пирки пĕлетпĕр. Анчах темшĕн çынсене сиплес шухăшлисем больницăна вырнаçмаççĕ. "Земство тухтăрĕ" программа та хута кайрĕ, пурпĕрех лару-тăру улшăнмасть. Миллион илнисем те хăйсен палăртнă срокне ĕçлеççĕ те вăшт кăна районтан тухса шăвăнаççĕ. Вĕрентекенсем, ветеринари тухтăрĕсем, фармацевтсем, культура ĕçченĕсем çăмăллăнах ĕç тупма пултараççĕ. Çук, никам та ялта ĕçлес шухăшлă мар пулас. Ялсенче пурăнакансем те хамăр тăрăхра ĕçличчен Раççейри урăх регионсене ĕç шыраса тухса каяççĕ. Паллах, унта ĕç укçи пысăкрах, кун пирки ик- кĕленмелли çук. Вăрăм укçа хăваласа чупакансенчен миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Инçете ĕçлеме кайнисем вилсе таврăнни пирки пĕр тĕслĕх кăна пĕлместпĕр. Çынсен сывлăхĕ хавшани те сисĕнет.

Çемьерен упăшки е арăмĕ юта ĕçлеме çỹрени те ним ырри патне те илсе пымасть. Çакна пула миçе çемье арканмасть-ши? Тепĕр чухне ашшĕ е амăшĕ пĕчĕк ачи мĕнлерех çитĕннине те курса юлаймасть. Тĕпренчĕкне асламăшĕ-кукамăшĕ ура çине тăратать, пурнăçăн тути-масине вĕрентет. Йĕркеллĕ ашшĕ-амăшне çакăн пек килсе тухнăшăн...

Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн 87-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru