Вĕçен кайăксен тусĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-26 11:37:59 Версия для печати
Давыдов Петр.JPG
КỸРШĔ çуртри юлташăм çинчен каласа парас килет. Халĕ хам пекех тивĕçлĕ канури Петр Иванович Давыдов ачаранпах вĕçен кайăксене, чĕр чунсене юратать. Ярăслав ялĕнче çуралса ỹснĕскер, тăван ялĕнчех иртнĕ унăн ачалăхĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл пушă вăхăтра час-часах Шарик йыттипе çывăхри вăрмана çỹреме кăмăлланă, унти çут çанталăкпа киленнĕ.

Петя юлташăм Васанти вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн хăйĕн пек 15 çулхи йĕкĕтсемпе Карагандана механизатора вĕренме каять. Икĕ çул ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн Казахстанра ĕçе вырнаçать. 18 çул тултарсан унтанах çар ретне тăрать. Мускав облаçĕнчи чаçре тягач çинче иртет Петьăн çар служби (1968-1970 çулсем).

Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Шăмăршăри ЛТЦра çыхăну электромеханикĕ пулса ĕçлеме тытăнать. 38 çул тăрăшать çак тивĕçре, мĕн пенсие кайичченех.

Эпир кỹршĕпе пĕрле кану вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшатпăр, Шăмăршă урамĕсем тăрăх ирпе те, каçхине те утса çỹретпĕр. Хускану туни сывлăхшăн усăллă пулнине пĕлетпĕр-çке!

Петр Иванович çут çанталăка сăнама юратать, унăн илемĕпе вăрттăнлăхĕсене ăнланма тăрăшать. Кашни çулах, çанталăк сивĕтме тытăнсан, кăсăясем валли сырăшсем туса çакать вăл çывăхри йывăçсем çине. 2-3 сырăш хатĕрлесе хурать. Кайăксене хăналама пасартан ятарласа хĕвел çаврăнăшĕ туянать. Кăсăясем илемлĕ кăна мар, питĕ тирпейлĕ те иккен. Çакна эпĕ халĕ хам та куратăп. Паллах, çерçисене те хăваласа ямасть Петр Иванович, вĕсен те çиес килет вĕт. Кăсăясем вара ăна хĕллехи кашни кунах кĕтеççĕ, вăл сырăш патне апатпа утнине асăрхасанах унта вĕçсе пырса лараççĕ.

Çутçанталăк тусĕ, манăн çывăх юлташăм çак кунсенче 70 çул тултарать. Эпĕ ăна çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл-туйăм сунатăп. Санпа иксĕмĕрĕн тата нумай çул хушши çапла пĕрле канасчĕ, утасчĕ, пурнăçри лайăх самантсене курса савăнасчĕ. Яланах сывлăхлă пул!

П.ИВАНОВ, Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru