Яшка-пăтă пăсланать, вĕри çатма чашлатать...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-26 11:34:24 Версия для печати
поварсем.JPG
Апат хатĕрлесси çăмăл ĕç мар. Повар ĕçĕнче пурте пултараймаççĕ. Кунта апат-çимĕç хатĕрлес вăрттăнлăха аван пĕлмелле. Çынна юрăхлă апат янтăламалла.

Район больницин апат-çимĕç блогĕнче кашни кун ĕç вĕресе кăна тăрать. Кухньăра ирхине 7 сехетрен пуçласа каçченех плита çинче яшка-пăтă пăсланса ларать. Унсăр пуçне салат та, катлет та, гуляш та, чуста çăрса, унаса булка-кукăль та хатĕрлемелле. Чирлисене пуян та сĕтеклĕ апатпа тивĕçтермелле. Больницăра выртакансен йышĕ, паллах, тĕрлĕрен пулать. Плита умĕнче ташласа тăрса кулленех 85-100 çын валли яшка-пăтă пĕçермелле. Çак шута Шăмăршăри ваттисен çуртĕнче пурăнакан 25-26 çын та кĕрет, вĕсене те кунти апатпа тивĕçтереççĕ.

Валентина Руссаковапа Александра Байкалова (сăн ỹкерчĕкре) хăйсен ĕçне чунтан юратса, парăнса пурнăçлаççĕ. Апат тутлă та сĕтеклĕ пултăр тесе тимлеççĕ. Вăр-вар ĕçченсем пĕр-пĕрне улăштарса сменăпа икĕ кун урлă тăрăшаççĕ. Профессипе иккĕшĕ те повар-кондитер. Валентина Михайловнăпа Александра Егоровна ĕçне пурте ырласа кăна йышăнаççĕ. Вĕсем пĕçернĕ яшкапа пăтта, хатĕрленĕ салатсене больницăра выртакансем юратсах çиеççĕ.

Валентина Руссакова 25 çул ытла ĕнтĕ аллинчен çăпала, çĕçĕ ямасть. Александра Байкалован стажĕ пысăках мар, кунта вăл 4 çул ĕçлет. Вĕсен пулăшуçисем те пултаруллă та ĕçченскерсем. Ирина Тихонова та, Татьяна Ратникова та кунĕпех хĕрỹ ĕçре. Ĕç стажĕсем те вĕсен чĕрĕк ĕмĕр патĕнчех. Кухньăпа çыхăннă Наталья Харитонова кастеляншăпа Марина Кудряшова медицинăн диета сестрине асăнмасăр епле хăварăн. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне ăнланса пĕр ĕç пурнăçлаççĕ. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламаççĕ-çке!

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru