Ачасем тĕрĕс-тĕкел ỹсчĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-22 10:06:06 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ача пур çемьесене, ача амăшĕсене юлашки çулсенче патшалăх пулăшăвне парассине Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисен социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ тесе палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен çакăнпа çĕршывра, республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсем лайăхланасси çыхăннă.

"Демографи" нацпроект шайĕнче пурнăçланакан "Финансовая поддержка семей при рождении детей" регион проекчĕ пурнăçланни çемьесене укçа-тенкĕ пулăшăвне парса вĕсен тупăшне ỹстерме пулăшать.

Республикăри пулăшу мерисем пирки районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Надежда Федорова каласа пачĕ:

_ Пирĕн республикăра ачаллă çемьесене социаллă пулăшупа пурĕ 38 енĕпе тивĕçтереççĕ. Вăл шутра: ачасем çуралнине кура _ тĕрлĕ пособи, ачана пăхнăшăн паракан пособи, ачасене вĕренỹ организацийĕсенче çăмăллăхпа усă курса апатлантарасси тата ытти те.

Çемьери пĕрремĕш ачашăн, çемьери пĕр çыннăн вăтам тупăшĕ ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕнчен 1,5 хут иртмест пулсан, уйăхсерен 8930 тенкĕ тỹлеççĕ. Шăмăршă районĕнче çак пулăшăва тивĕçме кăçал 62 çемье заявленипе тухнă.

2020 çултан вара çак тỹлеве çемьери пĕр çыннăн вăтам тупăшĕ ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕнчен 2 хут иртмест пулсан тивĕçме тытăнаççĕ. Халĕ çак тỹлеве çулталăк çурă илсе тăраççĕ пулсан, çитес çултан ăна виçĕ çул таран илсе тăрассине те пăхса хунă.

Çемьере иккĕмĕш е хыççăнхи ача çуралнăшăн амăш (çемье) капиталне параççĕ. Халĕ вăл 453 пин тенкĕпе танлашать. Çемьери пĕр çыннăн вăтам тупăшĕ ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕнчен 1,5 хут иртмест пулсан, çак укçана çемьесен пайăн-пайăн уйăхсерен илсе тăма та май пур. Иккĕмĕш ача çуралнă çемьесен çăмăллатнă 6 процентлă ипотека кредитне илме те май пур.

Виççĕмĕш ача е хыççăнхи ача çуралнă çемьесем çав ача виçĕ çул тултариччен регионти ачасен пурăнмалли минимум шайĕнчи тỹлеве, Чăваш Енре вăл 9541 тенкĕ, илсе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра çак тỹлеве çемьери пĕр ачашăн кăна илсе тăма май пур пулсан, 2020 çултанпа тỹлеве виççĕмĕш ачаран пуçласа малаллахи кашни ачашăн палăртма шутлаççĕ.

Республика амăш капиталне çемьере виççĕмĕш е хыççăнхи ача çуралнăшăн параççĕ. Ăна кăçал та районти нумай ачаллă çемьесем тивĕçеççĕ.

Кунсăр пуçне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ _ 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тапхăрта çемьере виççĕмĕш ача çуралнисен, сăмахран, ипотека кредитне саплаштарма, 450 пин тенкĕ таран патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли право пур.

Ачаранпах 1 ушкăн инвалид ачана пăхакана та кăçалхи июльтен уйăхра 10 пин тенкĕ тỹлесе тăма тытăнчĕç. Нумай ачаллă çемьесем валли пурлăх налукне тỹлессинче те çăмăллăхсем пăхса хунă.

Куратпăр ĕнтĕ, патшалăх енчен пулăшу мерисене анлăлатсах пыраççĕ. Çакă ача пур ытларах çемьене вĕсемпе усă курма май парать. Апла пулсан çемьере ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерме пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма пулăшать.

Н. НИКОЛАЕВА.

Кăларăма Галина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru