"Асанне, пирĕн анне пул-ха"

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-22 10:03:24 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Çулла çĕрле утиялсăрах çывăрма пулатчĕ те çенĕкре, сентябрь уйăхне кĕрсенех çил çурçĕр енчен сиввĕн вĕрме, кĕр çитнине систерме пуçларĕ. Пĕр тăвансем те, чỹречи çĕмрĕк, алăкĕ хупăнман пăлтăрта çĕр каçнăскерсем, ир енне шăнса кỹтнĕ, пĕтĕм ỹт-пĕвĕ чĕтреве ернĕ.

_ Халиччен урăлнă пуль, айта пỹрте кĕрер, _ терĕ арçын ача аппăшĕпе йăмăкне.

Пилĕк çулхи Ваня труççикпе кăна. Чĕлхи çаврăнаймасть унăн, шăлĕсем шаккаççĕ.

Пĕр тăвансем майĕпен пỹрте кĕчĕç. Виçĕ ачаллă çемье пурăнать тесе калама пулать-ши ку çурта: теприсен мунчи те пысăкрах, тасарах та хăтлăрах. Ашшĕпе амăшĕ асăрхануллă пулманранах çурчĕ çунса кĕлленчĕ вĕсен. Халĕ хуçалăхăн кивĕ лаша витине пăсса тунă çуртра пурăнаççĕ. Хура пỹрт тесен те йăнăш пулас çук. Газ кĕртмен. Ниçта пĕр таса япала çук, вырăнсене курсан... Сĕтел çинче яланхиллех пушă эрех кĕленчисем.

Ашшĕ харлаттарса çывăрать. Пỹртре пирус туртнăран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланать. Амăшĕ килте çук. Ĕçнĕ-ĕçнĕ те "симĕс çĕленне", тухса шăвăннă юлташĕсемпе пĕрле.

_ Ара, атте ĕçе каймасть-им паян? Вăратмалла пуль ăна? - тесе Ваня ашшĕнне унтан-кунтан тĕртрĕ. Çапла нумайччен вăратаймарĕ ăна. Юлашкинчен арçын сас пачĕ. Унтан пит-куçне сăтăркаласа:

- Каллех мана эрехпе пĕрле çывăрмалли эмел ĕçтернĕ ĕнтĕ. Хăй таçта çухалнă, _ тесе мăкăртатрĕ те арçын, ĕçе кайма тухрĕ. Вăл ачасене асламăшĕ патне леçсе хăварма пулчĕ.

Пĕр тăвансем çийĕсене ăна-кăна уртса ярса ашшĕ хыççăн чупрĕç.

_ Пирĕн асанне лайăх. Вăл пирĕншĕн тăрăшать, анне тесех чĕнсе калас килет ăна, _ тет пилĕк çулхи Ваня. Арçын ача сăмаха кивçен каймасть. Кам ăшă куçпа пăхнине ăнланать-çке пĕчĕкскер.

Ытларах чухне асламăшĕ патĕнче виçĕ пĕр тăван. Унта кирек хăçан кайсан та хырăма тăрантарма пулать. Амăшĕ вара ĕçкĕç тусĕсемпе пуçтарăнса ларнă хыççăн тухса каять те эрни-эрнипе таврăнмасть. Иртнинче уйăх курăнмарĕ тăван килĕнче. Хăй пурнăç панă пепкесем кирлĕ те мар ăна: мĕн çиеççĕ вĕсем, ăçта çывăраççĕ _ нимĕн те интереслентермест хĕрарăма. Ачисенчен ытларах эрех хаклă.

Лаша пуласси тихаран паллă тенĕ евĕр, Венера ачаранах ĕçе хăнăхмарĕ. Кил хушшинчи ĕçсем те илĕртмерĕç ăна, амăшне пулăшасси пирки те тĕлленмерĕ. Шкулта аран-аран вĕренсе тухнăскер, алла специальноç та илеймерĕ. Кỹршĕ район ачипе паллашрĕ те хăвăртрах качча тухрĕ. Хуняма-хуняçапа пурăнма пуçларĕ. Анчах чипер кин кăнтăрлаччен çывăрнине, кун каçа пĕр ĕç туманнине курса тăракан хунямăшĕ чăтаймарĕ, ывăлĕпе кинне уйăрса кăларчĕ. Кахалсем кирлех-и ватăсене? Хăйсемпе хăйсем пурăнччăр терĕç вĕсем. _

Халĕ эсир хăвăр пĕр çемье. Хамăр ĕмĕр тăршшĕпе пухнă укçа-тенкĕпе çурт туянса патăмăр. Вăй хурса ĕçлĕр, килĕштерсе пурăнăр, _ тесе пиллерĕç те ватăсем, чи пирвай кирлĕ япаласем парсах кăларса ячĕç.

Анчах кахал хĕрарăм ниçта та ĕçлемерĕ. Умлă-хыçлă ача çуратрĕ вăл, анчах вĕсене пăхасси çинчен шухăшламарĕ. Пĕр тăвансем пĕчĕккĕллех выçăллă-тутăллă ỹсрĕç, ыттисем пек ашшĕ-амăшĕн ăшшине туймарĕç. Çĕнĕ çĕрте Венера хăй пеккисемпе паллашрĕ, эрех-сăра юратакансемпе кун ирттерчĕ. Упăшки те, çемçе кăмăллăскер, арăмĕ хыççăн кайрĕ, ĕçкĕçсен ушкăнне лекрĕ. Хăй еккипе чупрĕ вара пурнăç урапи. Ашшĕпе амăшĕ эрех серепинче, ачисем тутлă çиес те ăшă пỹртре çывăрас вырăнне выçă касăхаççĕ, таса мар çỹреççĕ.

Аслине, Снежанăна, пушшех шалккă: куçĕсем япăх кураççĕ унăн. Витаминлă апат, тутлă çимĕç çимелле унăн, хăйне упрамалла. Инвалида пысăк тимлĕх кирлĕ. Ыттисенчен лайăхрах та пăхмалла пек, анчах кам шеллет ăна? Амăшĕ ача пособине илнĕ хыççăн пĕр-ик кун вылянать те _ ĕçĕ те пĕтнĕ. Хăй пек шăпаллă пепкесем патне интерната ярас шухăшлă ашшĕ, анчах ниçта та ĕçлемен мăшăрĕ уйăхсерен паракан укçана çухатасран хăрать.

Виçĕ ача амăшĕ килне тахçантанпах таврăнман. Хунямăшĕ тăхлаччăшĕ патне кайса та шырарĕ ăна. Унта та çук. Мĕн тумалла? Арçын виçĕ тĕпренчĕкне пĕччен пăхайманни куç кĕрет, эрехне те аяккине тĕртсе ямасть.

Арканма пуçланă çемьери лару-тăру пирки районтисем те пĕлчĕç. Виçĕ ача ашшĕне пакунлисем хăйсем патне чĕнчĕç. Валюк аппан чĕри чул мар, мăнукĕсемшĕн пăшăрханать вăл, çавăнпах ывăлĕпе пĕрле кайрĕ.

_ Ачасене хамах пăхатăп. Эрех ĕçместĕп урăх, _ терĕ арçын ятарлă комисси членĕсене куçран пăхаймасăр.

Шанма йывăртарах пулсан та, ачасене тăрук пĕр-пĕринчен уйăрма кирлĕ марри паллă. Арçын хăйне йĕркеллĕ тытма, хуçалăхра тар кăларса ĕçлеме пуçласса, ывăлĕпе хĕрĕсене юратнине пĕлтерчĕ.

Чăтаймарĕ асламăшĕн чунĕ, куççуль юхрĕ те юхрĕ пĕр чарăнмасăр. Унтан вăл мăнукĕсене хăй пăхассине пĕлтерчĕ.

Пĕр тăвансен кăмăлĕсем савăк. Кунĕпех пỹртре ăшă, сĕтел çинче вĕри апат.

_ Асанне, асанне, эс пирĕн анне пул-ха! Сан патăнта лайăх, пирĕн киле каяс килмест, _ терĕ Ваня асламăшне ыталаса.

_ Текех ниçта та ямастăп сире. Аçуна та кунта илсе килĕпĕр. Пурте пĕрле туслă пурăнăпăр, _ терĕ Валюк аппа мăнукĕсене пуçран шăлса.

"Епле те пулсан ывăла эрех серепинчен çăлмалла. Вара йĕркеллĕ пурăнса кайăпăр. Начар çын марччĕ-ха вăл. Арăмĕ пăсрĕ ăна", _ ватă çын пуçĕнче явăнаççĕ шухăшсем.

Вăхăт иртнĕçемĕн Венера тупăнĕ. Ун чухне мĕн кĕтет-ши пĕр тăвансене? Пĕчĕкскерсем тăван амăшĕнчен тахçанах сивĕннĕ, аса та илмеççĕ ăна.

В.КИРИЛЛОВА.

Кăларăма Галина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru