Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-08 14:19:48 Версия для печати
бухгалтера совхоза Шемуршинский.jpg
ÇАК сăн ỹкерчĕк 1982 çула илсе таврăнать. Кунта эсир "Шемуршинский" совхозра шут ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартса ĕçленĕ специалистсене куратăр. Сакăр яла пĕрлештерсе тăракан совхоз 2 уйрăмран тăнă. Унта 6 уй-хир бригади, 6 хутăш ферма пулнă. Çав çулсенче совхоз ĕçне 650-750 çын хутшăннă. Ял хуçалăх культурисене 4180 гектар çинче акса-лартса çитĕнтернĕ, вăл шутран тыр-пул _ 2479 гектар, çĕр улми _ 180, пахча çимĕç _ 27, хăмла _ 24 гектар, выльăх апачĕлĕх культурăсем _ 1451 гектар çинче çитĕнтернĕ. Сад 23 гектар йышăннă. Техника паркĕнче 59 трактор, 28 груз турттармалли автомашина, 17 тĕш тырă пухса кỹртекен комбайн юсавлă тăнă. Кăкарса ĕçлемелли техника, ял хуçалăх машинисем те çителĕклех пулнă. Вĕсене çулсерен çĕнетсех тăнă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пĕр вырăнта тăман, малалла аталаннă. Шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕ 1527 пуçа çитнĕ, çав шутра сăвăнакан ĕнесем _ 508. Унсăр пуçне совхозра 3069 сысна, 1220 сурăх, 190 лаша усранă, 124 вĕлле тытнă. Ферма ĕçченĕсем яваплăха çирĕп туйса ĕçленĕ. Туса илнĕ продукцин ытларах пайне патшалăха сутнă. Ку енĕпе плана яланах пурнăçланă. Витесене механизацилес ĕç те ăнăçлă пулса пынине палăртмалла.

Бухгалтерире тăрăшакан специалистсем ял хуçалăх культурисене пухса кĕртнĕ тапхăрта çулсерен хăмла, çĕр улми уй-хирĕнче ĕçленĕ.

М.ЗАХАРОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru