Шкулпа наци паркĕ - тачă çыхăнура

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-11-01 10:08:23 Версия для печати
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе Улатăр районĕнчи Алтышевăри шкул тахçантанпах тачă çыхăну тытаççĕ. Хальхинче вăрманçăсем шкулта иртнĕ "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ" ачасемпе çамрăксен II Слетне хутшăннă. Наци паркĕ ятĕнчен Оксана Ревунова специалист шкул коллективне экологи ĕçне хастар хутшăннăшăн Тав хучĕпе чысланă. Хаваслă лару-тăрура организацие çĕнĕ членсене йышăннă, вĕсене галстуксем çыхтарнă. Тĕл пулура заповедник урокĕсем иртнĕ, йывăçсемпе тĕмсем лартнă, ташă флэш-мобĕ йĕркеленĕ. Паллах, тĕл пулу асăнмалăх парнесемсĕр, пылак кучченеçсемсĕр пулман.

С.ЛАРИОНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru