Чи лайăх арăм, анне пулас тесен...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-29 13:31:58 Версия для печати
хорошая жена.jpg
1. Мăшăрпа ачасен умĕнче нихăçан та ан вăрçăн. Унсăрăн ашшĕне те, амăшне те хисеплемен ачасем çитĕнĕç. Çамрăксем хăйсене кун çути кăтартнă çынсене вырăна хума пăрахсан инкек пуласси те часах.

2. Упăшкапа нихăçан та ан хуçалан. Ăна хăвна кирлĕ пек тутарассишĕн тăрăш.

3. Çуртри тăнăçлăхпа лăпкăлăха упра. Каçарматата пĕрремĕш сăмах пуçласа калаçма вĕрен. Хирĕçỹ, кỹренỹ, кăнттамлăх çемьене аркатаççĕ.

4. Япăх кăмăлпа нихăçан та кил-çурта ан тирпейле. Вараласа кăна пĕтерĕн.

5. Вĕренме ан хăра тата ан ỹркен. Тарăн пĕлỹ илнĕ амăшĕн ачисем те ăслă пулĕç.

6. Ан кĕвĕç. Кĕвĕçни çемьене аркатать. Упăшку сана юратать тăк - айккинелле пăхмĕ. Çавăнпа мăшăрна хăвна хисеплеттер. Çавăн чухне вăл юттисем пирки шухăшламĕ.

7. Апата тутлă пĕçер. Упăшка выльăх мар, пăтратса панипе çырлахмĕ.

8. Çемьере чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени. Хисеплесен юрату та пулать.

Л.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru