Республика кунне уявласси çинчен

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-29 13:29:13 Версия для печати
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçланă. Сăмах — Чăваш автономи облаçне туса хунине уявласси çинчен.

Республика кунĕпе пĕр килекенскерпе çыхăннă тĕп мероприятисем çитес çул Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртĕç. Анчах ку ыттисем айккинче юлассине пĕлтермест. Ял кунĕсем, районсенчи праçниксем – Мускав таранах. Республика юбилейне халалланă мероприятисем пуçланнă теме те юрать ĕнтĕ. Творчество ушкăнĕсен пысăк делегацийĕ нумаях пулмасть Крыма, Севастополе çитсе килнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионта та пулма тĕллев лартнă — уяв кăмăл-туйăмне инçетре пурăнакан йăхташсем те туйччăр. Тепĕр енчен, праçник юрă-ташăпа кăна асра юлмалла мар. Михаил Васильевич экономика пирки манма юраманнине те аса илтернĕ: паллă куна ĕçри çитĕнÿсемпе, экономикăна хывакан инвестицисене пысăклатса кĕтсе илни вырăнлă.

А.ИВАНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru