ТĔНЧЕРЕ Интернет вăй илнĕ вăхăтра халĕ пур хыпара та тĕрлĕрен сайтсене кĕрсе пĕлме тăрăшаççĕ. Мĕн пĕлес тенине çăмăллăнах тупса пĕлме пулать. Темĕн çинчен вулама, курма, пĕр-пĕринпе çыхăну тытма та май пур. Питĕ меллĕ-çке! Анчах та хăш чухне кирлĕ вăхăтра кирлĕ хыпара тупса вулайманни те пулать.
Инçетре пурăнакан пĕлĕшĕм мана хăш-пĕр сайта кĕрсе хыпарсемпе паллашаймастăп тесе пĕлтерни тĕлĕнтерчĕ. Ăна хамăр районти хăш-пĕр учрежденисем, предприятисем хăйсен сайчĕсене çĕнетсе тăманни пăшăрхантарать. Малтан вăл каланинине ĕненесех те килмерĕ. "Ĕненместĕр-и, пирĕн веçех лайăх тетĕр-и?" Çук иккен. Вăл калани хăш-пĕр сайтсене кĕрсе пăхсан чăна тухрĕ.
Çуралса çитĕннĕ ялтан урăх тăрăха тухса кайнă çын кунти лару-тăрупа интересленмесĕр тăма пултараймасть. Вăл тăванĕсемпе, юлташĕсемпе калаçкаласа хыпарсем пĕлкелет. Телефонпа калаçнипе кăна пĕтĕм хыпара пĕлсе ĕлкĕрейместĕн. Кун пек чухне Интернет çыхăнăвĕ пысăк пулăшу парать. "Одноклассники", "Вконтакте" тата ытти социаллă сетьсенчен халь тухма та пĕлмеççĕ тейĕпĕр. Унта вара ял е шкул хыпарĕсемпе ытлашши нумай паллашсах каяймастăн. Çавăнпа та инçетри тăван-пĕлĕш район администрацийĕн, ял тăрăхĕн, шкулăн сайтне кĕме тăрăшать. Çĕнĕ хыпарсене вуласа, сăн ỹкерчĕксене сăнаса çуралнă тăрăхĕ паян еплерех сывланине пĕлме ăнтăлать.
Пĕр шкул сайтне уçсан хам мĕн курнине хам ĕненмерĕм. Вĕрентекенсен шутĕнче халĕ те вилнĕ çыннăн хушамачĕ тăрать. Унта ун вырăнне кỹршĕ ялтан урăх вĕрентекен çỹрет. Çавăн пекех тепĕр вĕрентекен хушамачĕ те унтан çухалмалла пек, вăл та çав шкулта ĕçлемест. Интересленсех унтан тепĕр шкул сайтне уçас кăмăл çуралчĕ. Ак тепĕр тамаша, кунта вара?.. Калама сăмахăм çитмест. Кăмăл сĕвĕрĕлсех кайрĕ. Юрĕ, сайтсене хăвăр уçкаласа пăхăр.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн сайчĕ-сем те туллин хыпарсем вырнаçтарма тăрăшмаççĕ. Вырнаçтарсан та пĕр-икĕ предложенирен ытла çырмаççĕ. Çак хыпарпа мĕн пĕлтересшĕн пулнă-ха кунта тесе лар вара пуçна ватса.
Компьютер, планшет, телефон халĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Вĕсемсĕр пурăнаймастпăр та пулĕ. Кашниех Интернетпа усă курать тесен те йăнăш мар. Çавăнпа та Интернета кĕрекен çын социаллă сайтсенче ларса, вăйăсем выляса кăна вăхăтне ан ирттертĕр. Ăна ытти те интереслентертĕр, хăйĕн тавракурăмне аталантартăр. Çавăнпа та яваплă çынсен сайтсене çĕнетсе тăма, хыпарсемпе туллин паллаштарма тăрăшмалла.
М.АЛЕКСАНДРОВ.