Çут сăнарĕ - халăх асĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-08 11:29:22 Версия для печати
Тихонова асанса.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕн В.И.Тихоновăн Асăну кунĕ иртрĕ.

Малтанах пысăк ушкăн Анат Чаткас ялĕн масарĕ çине çул тытрĕ. Кунта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Владимир Ильич вил тăприйĕ умĕнче пуç тайрĕ. Ашшĕн тăпри çине, çемйипе çывăх тăванĕсен, ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсен, ял çыннисен ячĕпе хисеп туса, Александр ывăлĕ вут-хĕмĕн тĕлкĕшекен хĕрлĕ гвоздика çыххине хучĕ.

Асăну кунĕн тĕп пайĕ В.И.Тихонов 37 çул хушши тимленĕ Анат Чаткас тĕп шкулĕнче пулчĕ. Халăх çут ĕç отличникне асăнса малтанах митинг ирттерчĕç. Йышлă халăх умĕнче пĕрин хыççăн тепри тухса калаçрĕç, Тихонов халăха вĕрентес ĕçе, спорт аталанăвне вышкайсăр пысăк тỹпе хывнине палăртрĕç.

Владимир Ильич вĕренекенĕ, халĕ шкул директорĕ Т.В.Воробьева аслă юлташĕн биографийĕпе паллаштарнă май çапла каларĕ:

_ Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, Владимир Ильич _ ĕмĕтри çут сăнар. Вăл панă ăспа-сĕнỹпе эпир паянхи кун та усă куратпăр.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем _ Г.Ф.Афанасьев, В.С.Филиппов, Н.Н.Зыков Тихоновпа пĕрле тимленĕ вăхăта аса илчĕç, унăн професси ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулни çинчен каларĕç. Хăй вăхăтĕнче Владимир Ильич класĕнче вĕреннĕ Дамир Идиатуллинпа Людмила Тихонова педагогăн чи паха енĕсене аса илчĕç.

Аслă Юлташăмăра чыс туса самантлăха шăп тăнă хыççăн спорт залĕ шăв-шавпа тулчĕ. Физкультура учительне В.И.Тихонова халалланă волейбол турнирĕ пуçланчĕ.

Районти ял тăрăхĕсемпе шкулсен командисем спорт ветеранĕн кубокĕшĕн тупăшрĕç. "Чирлекенсен" хавхалантарăвĕ, волейболистсен ăнтăлăвĕ хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ. Сăран мечĕк те сетка урлă ывăтăнса çеç тăчĕ...

Хĕрỹ тупăшура Анат Чаткас ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Палтиел вăтам шкулĕнчи педагогсен ушкăнĕ. Анат Чаткас тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем виççĕмĕш пулчĕç.

Мала тухнисене грамотăпа, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Парне тенĕрен, Тихоновсен ачисем ашшĕне халалланă "Çулталăк командирĕ", "Памяти В.И.Тихонова" тесе çырнă шур футболка тата авторучка валеçрĕç. Паллах, çывăх çыннисене асăнса хатĕрленĕ сĕтел те тулăх апатпа авăнчĕ.

Тĕрĕссипе, çак чыса тивĕçлĕ те Владимир Тихонов _ çĕршер шăпăрлана вĕрентсе, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă педагогăмăр, вуншар çамрăка спортăн çỹллĕ пусми çине хăпарма пулăшнă физкультура учителĕ, ял-йышра хăйĕн çинчен ырă ят-сум хăварнă Çыннăмăр.

Малашне те волейболистсен турнирĕ иртсех тăтăр, çак вăййа килĕштерекенсен йышĕ те ỹстĕрччĕ. Ку вăл Владимир Ильича кỹнĕ чĕрĕ парне _ астăвăм _ пулĕ. Çапла пултăр.

Шухăш:

Татьяна ВОРОБЬЕВА, Анат Чаткас тĕп шкулĕн директорĕ:

_ Аслă Юлташăмăр тата Ĕçтешĕмĕр ячĕпе пирĕн шкулта волейболистсен турнирĕ иртни _ пысăк чыс. Владимир Ильич вĕренекенĕсем _ çулланнă çынсем _ ăмăртăва хутшăнни хăех ялта спорт аталанăвĕ пысăк шайрине çирĕплетет.

Николай ЗЫКОВ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ:

_ Эпĕ В.И.Тихонов вĕренекенĕ. Спорта юратниех унăн профессине суйлама пулăшрĕ. Çирĕм çул ытла унпа пĕрле ĕçлерĕм. Унран професси ăсталăхне вĕрентĕм. Паянхи куна илсен, Анат Чаткас шкулĕнче спортпа туслисем нумаййăн. Владимир Ильич Тихонов сăнарĕ мана физкультура учителĕнче çанă тавăрса ĕçлеме хавхалантарать. Малашне те ун ĕçне тивĕçлипе тăсасчĕ.

Елена ТИХОНОВА, В.И.Тихонов мăшăрĕ:

_ Мăшăрăма çакăн пек хисеп туни _ калама çук пысăк савăнăç. Вĕренекенĕсене тăван ачисем пек юрататчĕ Владимир Ильич, вĕсемшĕн чун ăшшине хĕрхенместчĕ, тем тума та хатĕрччĕ... Çак юрату вĕренекенĕсен хисепĕпе таврăнни нимрен хаклă.

Александр ТИХОНОВ, В.И. Тихоновăн ывăлĕ:

_ Атте пирĕншĕн хĕвелпе тан пулнă. Ун сăнарне чĕрере упрасси _ пирĕн пирвайхи тивĕç.

Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru