Ырă ят ĕçпе те тỹрĕ чунпа килет...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-08 11:21:59 Версия для печати
тихонов.jpg

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ÇУТ тĕнчене килнĕ кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕнпе-тĕр халăх асĕнче юлать. Хăшĕ _ ĕçпе чапа тухнипе, хăшĕ _ сайра тĕл пулакан таланчĕпе, хăшĕ _ киревсĕр йăлана "акса" этемлĕхе сиен кỹнипе...

Мĕн тесен те, халăх пурнăçне пархатарлăх варкăшĕ кĕртекене мала хураççĕ, хаклаççĕ. Çакăн пек чыса тивĕçнисен шутĕнче _ Анат Чаткас çынни Владимир Ильич Тихонов учитель.

Пурăннă пулсан кăçалхи октябрĕн 5-мĕшĕнче 75 çул тултармаллаччĕ вăл. Юратнă çемйипе, йышлă тăванĕсемпе, ĕçтешĕсемпе, вĕренекенĕсемпе, юлташĕсемпе, кỹрши-аршипе кĕрекене ларса юбилее чаплăн паллă тумаллаччĕ. Ăшă саламсем, асăнмалăх парнесем йышăнмаллаччĕ. Питĕ-питĕ шел, хĕмленекен хĕрлĕ гвоздикăсем, Владимир Ильичăн ытамне лекес вырăнне, ун виçĕ çул каярах çĕкленнĕ вил тăприйĕ çинче вырăн тупрĕç...

Чуна шăнăçайми пысăк хурлăх, чĕрери нихçан тỹрленейми йывăр суран... ...

Анат Чаткасри Тихоновсен çемйинче 1944 çулта кун çути курнă Володя. Амăшĕнчен _ Ирина Петровнăран _ уй-хир бригадин ĕçченĕнчен _ ăшпиллĕх, ашшĕнчен _ Илья Петровичран _ вăрçă хыççăн колхоз председателĕнче тăрăшаканскертен _ çирĕплĕхпе йĕркелĕх куçнă ăна.

Сакăр ачаллă çемьере Володя аппăшĕсемпе йăмăкĕ тата шăллĕ хушшинче ĕçе хăнăхса, туслăха хакласа ỹснĕ. Ачаранах кил хушшинче, И.Сталин ячĕллĕ тăван колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ỹркенмен.

Вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пынă В.Тихонов. Обществăлла ĕçсенче, спорт енĕпе хастар пулнă: Анат Чаткасри 8 çул вĕренмелли тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсенче çирĕп пĕлỹ туяннă.

1961-1963 çулсенче Владимир Тихонов Карагандари техника училищинче вĕренет, электричество станцийĕсемпе подстанцисене, телефон линийĕсене монтаж тăвакан электромонтер дипломне алла илет. Ун хыççăн 3-разрядлă специалист Новокузнецк хулинчи электромонтаж участокĕнче вăй хурать.

Ят тухсан чăваш каччи ракета çарĕнче службăра тăрать.

1968 çулта ялти 8 класс вĕренмелли шкула ĕçе вырнаçать. Шупашкарта çулталăклăх курсра (вăл хальхи педколледжпа танлашнă) физкультура учительне вĕренсе тухать. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарать, спортпа çывăхлатать. В.И.Тихоновăн вĕренекенĕсем, ỹсĕм хыççăн ỹсĕм туса, Анат Чаткас шкулĕн чысне çĕкленĕ. Район тата республика шайĕнче çăмăл атлетика, кĕрешỹ, йĕлтĕрпе чупас енĕпе палăрма мехел çитернĕ. Вуншар-вуншар спортсмен 1 разряд нормине тултарнă, чемпион ятне çĕнсе илме пултарнă. Йĕлтĕрпе чупса Д.Идиатуллин, А.Воробьев, Р.Зайдуллов, В.Еремеев, В.Козлов пек хастарсем 1-мĕш разряд нормине тултарнă пулсан, Олег Еремеев ирĕклĕ кĕрешỹ енĕпе спорт мастернех (!) çитнĕ. Кун пек тĕслĕхсем татах нумай илсе кăтартма пулать.

Пурнăç шăпине физкультурăпа çыхăнтарнă çамрăксем те сахал мар. Акă пĕртăван Василийпе Николай Зыковсем, Василий Угасин шăпăрлансемпе физкультурăпа вĕрентнĕ май çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Наставникĕнчен çирĕп пĕлỹпе ăсталăха "туяннă" Николай Николаевич Зыков Анат тата Тури Чаткассен ачисенчен чăн-чăн спортсменсем хатĕрлет. Вĕренекенсен йышĕ чакать пулин те, спорта чунтан парăннă ачасен шучĕ ỹссех пырать. Район шайĕнчи ăмăртусене икшер команда тăратниех чаткассен маттурлăхĕ пирки çирĕплетет. Тихоновăн хастарлăх вучĕ ăруран ăрăва куçать!

Физкультурăпа вĕрентнĕ хушăрах В.И.Тихонов истори, пуçламăш çар пĕлĕвĕн, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн урокĕсене те ирттернĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх Владимир Ильича "Хисеп палли" орденлă И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнче географи енĕпе пĕлĕвне ỹстерме хистенĕ (1982-1987 ç.ç.). Çапла Владимир Ильич Тихонов çĕнĕ предмета вĕрентме пикенет.

Анлă тавра курăмне, пысăк яваплăхне кура В.И.Тихонова шкул директорĕн тивĕçне те шанса панă. Кунта 1990-1994 çулсенче тимлет Владимир Ильич. Вĕренỹ кабинечĕсене хăтлăх кỹмелле-и е шкул çуртне юсамалла, е вĕренỹ процессĕпе çыхăннă ыйтусене васкавлă татса памалла тата ытти вуншар кăткăс ĕç _ директор çаврăнăçулăхĕ, ĕçтешĕсемпе тата тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни кирек мĕнле чăрмава та парăнтарма пулăшнă. Анат Чаткас ачисем нихăçан та шкул ятне яман. Предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче яланах малта пынă, пыраççĕ те.

Ĕçне кура _ чысĕ, ят-сумĕ. Владимир Ильич Тихонова тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. 1989 çулта вара ăна "Халăх çут ĕçĕн отличникĕ" хисеплĕ ята панă. Пултаруллă вĕрентекен _ ĕç ветеранĕ те.

Канăçсăр чĕреллĕскер общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Агитатор, ял тăрăхĕн депутачĕ...

Ял-йыш шанăçне, хисепне тивĕçнĕ вăл. Хăйĕн кулленхи ĕçĕпе, хастарлăхĕпе, тỹрĕ кăмăлĕпе. Тăван ялшăн, ун çыннисемшĕн ĕçлеме хистенĕ ăна вĕри чĕри. Шел, 2016 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ вăл. Хуçинчен вара ырă ят юлчĕ _ хăйне ас илмелĕх. Тата вышкайсăр пысăк юрату _ 47 çул хушши кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăннă Елена Дмитриевна мăшăрне, çепĕç чунлă Иннăпа Татьяна хĕрĕсене, ăру тăсмалăх çитĕнтернĕ Александр ывăлне тата ытарайми 4 мăнукне ĕмĕр тăршшĕпех хавхалану-тĕрек кỹмелĕх.

З.ВОРОБЬЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru