«Ачасен юратăвĕ чуна ăшăтать»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-04 10:41:56 Версия для печати
Медведева учитель.jpg
ВАЛЕНТИНА МЕДВЕДЕВА Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта кăçалхипе 35-мĕш çул кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Кăçал вăл 3-мĕш класс ачисемпе ĕçлет - 17 хĕр ачапа арçын ача кĕтеççĕ ăна кашни ир шкул умне тухса. 17 мăшăр куç ун çине урокра тимлесе пăхать, вăл каланине астуса юлма тăрăшать. Çапла виçĕ теçетке çурă ертсе пырать вăл пĕчĕкскерсене пĕлỹ тĕнчине. Сахал çул мар, паллах. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет-ха хăйĕн професси уявне Валентина Владимировна?

- Шкулта ĕçлеме пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕрен пуль, хаваспах шкула çỹретĕп, ачасене курсан - хавасланатăп. Мана пĕрмаях лайăх класс лекет – темрен килет çакă? Ачасемпе тарăхни нихăçан та пулман - епле маттур вĕсем манăн! Ашшĕ-амăшĕпе те яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Тавах вĕсене çакăншăн!

...Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра вулама пултаратăр.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru