Вăтăр çул - ял тăрăхĕн ĕçченĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-10-01 08:49:26 Версия для печати
ЛАРИСА ДРАГУНОВА Асанкасси ялĕнче шăпах 50 çул каялла - 1969 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн юрист специальноçĕпе ятарлă пĕлỹ илнĕ.

Лариса Владимировнан ĕç биографийĕ 1987 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи ял Советĕнче пуçланать - çар учечĕн специалисчĕ пулса ĕçе пикенет вăл. Каярах, 2006 çултанпа паян кунчченех, аслă специалист пулса тăрăшать вăл. Унăн ĕçĕ ытларах хуçалăх кĕнекисемпе, çĕрпе, çамрăксемпе çыхăннă - яшсем преступлени тăвасран профилактика енĕпе те вăй хурать вăл.

Пĕр ял каччипех - Юрий Николаевич Драгуновпа 30 çул каялла пĕр çемьене пĕрлешнĕ вĕсем, 2 хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ, тăван йăваран тĕреклĕ çунатсемпе вĕçтерсе янă.

Аслă хĕрĕ Оксана, Шупашкарти культурăпа искусствăсен институтĕнче пĕлỹ илнĕскер, халĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет, республика сцени çинчен куракансене савăнтарать. Çемьеллĕ, пĕчĕк Даша çитĕнет.

Кĕçĕн хĕрĕ - Татьяна - Шупашкарти медицина колледжĕнче фельдшера вĕренет - 2-мĕш курс студентки. Николай ывăлĕ çар тивĕçне контрактпа Мурманск облаçĕнче пурнăçлать. Пуриншĕн те паллă...

Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра вулама пултаратăр.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru