Хисепе тивĕçнĕ куç врачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-03 08:34:18 Версия для печати
IMG_0225.JPG
АННА ЛЮБИМОВА (Чамеева) 1960 çулта Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищинче фельдшер-лаборант специальноçне алла илнĕ (1977- 1980 çç.).
Шăмăршăри тĕп больницăри лаборатори клиникинче фельдшер тивĕçĕсене 3 çул пурнăçланă хыççăн, 1983 çулта, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 1989 çулта аслă пĕлỹллĕ тухтăр пулнине çирĕплетекен Дипломпа тăван района таврăннă.
Анна Алексеевна 1989 – 1992 çулсенче Шăмăршăри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшнă.
1992 çултанпа районти тĕп больницăра офтальмолог – куç врачĕ пулса ĕçлет. Пĕрлех поликлиника заведующийĕн тивĕçне те пурнăçласа пырать.
А.Любимова куç чирĕпе чирлекенсене яланах вăхăтра пулăшу парать, вĕсен куç витĕмлĕхне упраса хăварассишĕн чун-чĕререн тăрăшать.
- Ачаранпах ĕмĕтленнĕ эпĕ тухтăр пулма. Киленсех ĕçлетĕп. Çынсене пулăшма пултарнăшăн çав тери савăнатăп, - сăпайлăн пĕлтерет пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă офтальмолог.
Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пынăшăн 2016 çулта Анна Алексеевна Любимована «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru