Аистсем вĕçме пăрахрĕç-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-10 10:45:27 Версия для печати
ТУЙ кĕрлерĕ кĕмсĕр-кĕмсĕр... Эх, мĕн тери савăнăç-çке çамрăксем пĕрлешсе пĕр çемьене чăмăртанни. Телейлĕ мăшăртан куç илме çук, вĕсем мĕнешкел хаваслă та телейлĕ. Тăван-хурăнташ, тус-юлташ юрлать-ташлать, салам сăмахĕсем калать. Туй нихçан манăçми кун пек туйăнать.

Районта август уйăхĕнче чечексемпе, хăюсемпе илемлетнĕ туй машинисене нумай куртăмăр. Çĕнĕ çемье чăмăртаннăшăн чун-чĕререн хĕпĕртерĕмĕр. Сăлтавĕ те пур, иртнĕ уйăхра районта 16 мăшăр ЗАГС уйрăмне килсе хут уйăрттарчĕ. Çакă пысăк кăтарту. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлакансем пурри кăмăла пăсать. 3 мăшăр пĕрле пурăнма хирĕç пулнине çирĕплетрĕç.

Кĕр енне çанталăк сулăннăран пирĕн тăрăхра аистсем те вĕçме пăрахрĕç пулмалла. Çут тĕнчене янратса 5 ача çуралнă. Çак хушăра 20 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕ - 70-73, арçынсен - 60-63 çулпа танлашать.

Хаçатра сăмах панă май, ман çакна та асăнса хăварас килет, туй туса пĕрлешес текенсен портала кĕрсе заявлени парсан самай йỹнерех (240 тенкĕ) пулать, ЗАГС уйрăмĕнче çырсан - 350 тенкĕ.

М.ЕФИМОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru