"Нихăçан та ан ватăл, кукамай!"

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-06 11:39:02 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ВЕРА ялта йышлă çемьере ỹссе хĕр пулчĕ. Райкка аппа 6 ачине те - 4 ывăлĕпе 2 хĕрне - пĕчченех ура çине тăратма хал çитерчĕ. Упăшки вилнĕ текен хыпара илтсен кăна пĕр самант канăçне çухатрĕ - юратса пĕрлешнĕ мăшăрне шеллени кăна мар, хăйĕн кун- çулĕ çапла йывăр килсе тухнăшăн та хурланчĕ. Ăнман арçын тĕлне пулчĕ вăл - пĕр сăлтавсăр кĕвĕçсе тарăх- таратчĕ, нимсĕр-мĕнсĕр аллине çĕклетчĕ... Юлашки вăхăтра ăс-тăнĕ пăтраннине кỹршĕсем те асăрхама пуçларĕç - больницăна леçтерчĕç. Психбольницăран тухаймарĕ вара...

Ĕç çынна тăрантарать кăна мар, йăпатать те. Ачисене пĕчĕклех ĕçе явăçтарчĕ пĕччен хĕрарăм, кашни кун çынпа пĕрле бригадăна çỹрерĕ, картиш тулли выльăх усрарĕ. Хăй те ĕçчен те тирпейлĕскер, ачисене те çакна вĕрентрĕ. Амăшĕн уçă кăмăлĕпе сăпайлăхĕ ачисене те куçса пычĕ - япăх сăмах илтмен Райкка ачисем çинчен ял-йышран.

Çул çитсен ывăлĕсем пĕрин хыççăн тепри çар тумне тăхăнчĕç, авланса тĕрлĕ енне саланса пĕтрĕç. Хĕрĕсем те мăшăрланчĕç. Кĕçĕннине аслинчен маларах куç хыврĕç - туй хыççăн хулана куçса кайрĕç. Аслăраххи - Вера - йĕкĕтсемпе калаçсах та каймастчĕ, тантăшĕсемпе урама тухсан та амăшĕ хушнă вăхăта васкатчĕ. Амăшне пăшăрхантарас темен. Хулари фабрикăна ĕçлеме кайсан вара вăл та мăшăрлă пулчĕ. Илемлĕ пысăк хăмăр куçлă, сăнĕпе те, кăмăлĕпе те илĕртỹллĕ хĕре епле асăрхамăн? Çулĕсем çамрăках пулманнипе-и, умлă-хыçлă икĕ хĕр çуратрĕ вăл. Асли - Алина - каснă-лартнă амăшĕ - куçĕсем те, каçăр сăмси, мăкăрăлчăк тути - веçех Вера. Анчах сăн-пичĕ çеç çав... Çынран вăтанасси, аслисен умĕнче намăсланасси, ашшĕ-амăшне итлесси пулмарĕ унра. Вăтам класра вĕреннĕ çулсенчех хăйĕнчен чылай аслă каччăсемпе çỹрерĕ, вĕсемпе эрех-сăра астиврĕ, киле ир енне кăнатаврăнма пуçларĕ. Амăшĕ мĕн чухлĕ вăрçнă, ỹкĕтленĕ хĕрне... Ашшĕ пиçиххи те «тутантарнă». Кăлăхах... Аран-аран 9 класс пĕтернĕ хыççăн Алина хăш чухне эрнипех çухалса пурăнчĕ, часах 18 çул та тултарса ĕлкĕ рейменскер, ашшĕ-амăшне пĕчĕк хĕрпе «савăнтарчĕ»...

Ача айăплă мар. Йышăнчĕç çылăхсăр чуна кукамăшĕпе кукашшĕ, çакăн хыççăн хĕрĕ ăса кĕрессе шанчĕç. Чăн та, малтанласа Алина ачипе йăпанчĕ, вăхăтне унпа кăна ирттерчĕ. Анчах та Ксюша çур çула çитсенех 1-2 кунлăха та пулсан çухалкалама пуçларĕ. Каярах эрне е ытларах та таçта пурăнса килетчĕ - ỹсĕр таврăнатчĕ... Ним тума пĕлместчĕ çак самантра Вера, чупкăн хĕрне кĕтсе пĕчĕк мăнукĕпе шав урамалла тинкеретчĕ. Ĕçне те пенси çулĕ çитичченех пăрахма тиврĕ вара. Юрать-ха, ал ĕç тума ăста вăл - ăпăр-тапăр çыхса суткаларĕ. Упăшки те вăхăтсăр кукаçи пулнă хыççăн çемьерен сивĕнме пуçларĕ. Мускаври ĕçĕнчен вăхăтра таврăнмасть, килсен те амăшне пулăшма тесе яла тухса каять. Верăн аллинче халĕ пĕчĕк ача - мăнукĕпе ниçта та тухса çỹреймест. Хунямăшĕ умĕнче те намăс - хĕрне тивĕçлĕ воспитани парайман-çке! Ĕнтĕ аллине сулчĕ упăшки çине - ют хĕрарăмсене унччен те куç хывни пулкалатчĕ, халĕ ирĕккĕнех пурăнсан та чаракан çук.

Çапла Вера кукамай мар, виççĕмĕш хут анне пулса тăчĕ. Çак кăна пулсан юрĕччĕ - тепĕр çулталăкран Алина ывăл ача йăтса килчĕ. Икĕ уйăх ĕмĕртнĕ хыççăн каллех пач çухалчĕ... Икĕ пĕчĕк ачана пĕр пенси вĕççĕн усрама ай-яй йывăрччĕ кукамăшне. Пĕчĕкскерсене витаминлă апат-çимĕç кирлĕ. Аслă мăнукне садике яма кăна мĕн чухлĕ çĕнĕ çипуç туянмалла!… Часах Алинăна районти çул çитмен ачасен комисси членĕсем ача амăшĕн правинчен хăтарчĕç, амăшĕн тивĕçне кукамăшне пурнăçлама ирĕк пачĕç... Ниçта кайса кĕрейми намăс çынсенчен... Çуралнă ялĕнче ватă амăшĕ пĕччен пурăнать, ăна пăхмалла сăлтавпа Вера унта куçса кайма шутларĕ икĕ пĕчĕк мăнукĕпе. Кĕçĕн хĕрĕ - çул çитнĕ хĕр, техникумра вĕренет. Тавах турра, Алина пек мар вăл, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен тухни пулман-ха - шанчăклă, шутламасăр утăм тумасть. Ашшĕ вахтăран таврăнсан пăхкаласа тăрĕ. Çапла тĕплĕ шутланă хыççăн Вера май уйăхĕн пуçламăшĕнче хуларан амăшĕ патне Курнавăша таврăнчĕ. Упăшки çăмăл машинăпа леçсе хăварчĕ.

Ялта ĕç нумай. Кунĕпе кил хушшинче, пахчара кун иртет - икĕ пĕчĕк мăнукĕ ун йĕри-тавра хĕвел çинче мĕшĕлтетет. Алина та килкелесе каять хутран-ситрен. Кашнинчех тĕрлĕ арçынпа. Эрех-сăри те пĕрле... Ватă кукамăшĕнчен вăтанасчĕ хуть! Вăл та курать вĕт çакна, çав тери пăшăрханать...

... Пĕррехинче çĕр варринче килсе çитрĕ Алина. Пичĕ-куçĕ – кăн-кăвак. Çан-çурĕмĕ çинче те пĕр сывă вырăн çук. Ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ амăшне курсан. Малашне пурнăçне тĕпрен улăштарма тĕв туни çинчен, хăйĕн ачисене хăех пăхмашкăн яланлăхах килни çинчен калать. Амăшĕн те куççуль юхса анчĕ пит çăмартисем тăрăх, хăйĕн тĕпренчĕкĕ-çке...

Кăвакарнă вырăнсем тỹрленсен ытти çынсемпе пĕрле кỹршĕ района чĕкĕнтĕр çумлама çỹрерĕ хулара çитĕннĕ Алина. Фермер уй-хире автобуспа леçет, каçпа кỹрсе ярать. Нумай пулмасан та, укçине çийĕнчех тỹлеççĕ, кăнтăрла вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Унта Алина 2 кил урлă пурăнакан хăйĕн пек пĕччен çамрăк хĕрарăмпа паллашрĕ. Пĕррехинче ачисем патне мар, ун патне çĕр каçма кĕчĕ... Çакăн хыççăн каллех пуçне çухатрĕ, ачисем çинчен те манса кайрĕ.

Нумай вăхăт курăнмасăр тăнă хыççăн каллех ача йăтса килчĕ Алина амăшĕ патне - тин çуралнă пĕчĕк Кирюшăна та хăйĕн хỹттине илчĕ кукамăшĕ. Амăшĕсĕрех ỹсрĕ вăл та. Юрать-ха, виççĕшĕ те сывлăхлă, ăслă-тăнлă. Кукамăшне итлеççĕ, кил-çуртра пулăшаççĕ. Хăй те ал ĕçне ăстаскер, 12 çулхи Ксюшăна тĕрлеме, çыхма вĕрентет. Лешĕн илем патне туртăмĕ те пысăк: çипрен, хутран, пусма татăкĕсенчен пĕчĕк пỹрнисемпе тем те ăсталать - пăхса ытараймăн! Дизайнер пуласшăн. Вунă çулхи Рома спортра пултаруллă, уйрăмах чупассипе. Унпа пĕрле 7 çулхи Кирилл та кашни кунах чупма тухать, футболла выляма юратать. Пурте тирпейлĕ, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса çитĕнеççĕ. Виççĕшĕ те шкула каяççĕ, пĕр-пĕрне уроксем тума пулăшаççĕ.

Верăн упăшки çаплах хулара пурăнать. Кĕçĕн хĕрĕ качча кайнă хыççăн хваттерте кампа кун кунлать - ун çинчен интересленмест те. Вăхăчĕ те çук. Акă ыран аслин класс пухăвĕ - унта çитмелле. Ромăна çĕнĕ спорт тумĕ илсе памалла - кивви пĕчĕкленчĕ. Куртки те тăвăрланнă. Кĕçĕнни велосипед илсе пама ыйтать - çĕмĕрĕлнĕ, хăйсем тỹрлетеймеççĕ. Кукашшĕ килсен юсаймĕ-и-ха тесе çĕннине туянма васкамасть-ха Вера. Кил-çуртра арçын алли кирлĕ чухне, чĕнсен ỹркенсе тăмасть Юра - çула тухать. Пĕлтĕр çапла мунча кăмакине пăсса çĕнĕрен турĕ, çĕрĕшнĕ урай хăмисене улăштарчĕ. Улма лартма е кăларма та пулăшать вăхăчĕ тупăнсан. Мăнукĕсене те кучченеçпе савăнтарса хăварать - çиелтен пăхсан йĕркеллех пек. Анчах чылайранпа ĕнтĕ кашнин хăйĕн пурнăç йĕрĕ. Верăн пĕтĕм пурнăç тĕшши - мăнукĕсем. Вĕсене ура çине тăратма вăй-хал çиттĕрччĕ тесе ĕмĕтленет вăл. Ир-ирех плита умне тăрать, мăнукĕсене вĕри апат çитерсе шкула ăсатать. Кунĕпе хуçалăхра тăрмашать, хур-кăвакалне, чăххи-чĕппине астăвать, качакисене пăхать - ывăннипе ачисем çывăрма выртичченех вырăн çине тĕршĕнет. 65 çулта вăй-хал чакса пыни сисĕнет çав. Кана-кана ĕçлеме тивет. Чĕри кăна ытла ан йăшкатăр - çавă йĕпле-йĕпле илет ытларах ĕшенсен. Алина телефонпа çеç шăнкăравлакалать хăй çинчен систерсе. Ачисем аса килнĕ самантра-ши? Пепкисем вара ун çинчен аса таилмеççĕ. Пĕррехинче Кирилл, садик çулĕсенче, кукамăшне çапла ыйту панăччĕ: - Пурин те амăшĕсем пур. Сана анне тесе чĕнем-и? - Нет, у нас есть своя мама. Только она нас не любит. Зато кукамай - лучше всякой мамы, - çапла хуравларĕ асли ун чухне чи кĕçĕннин ыйтăвĕ çине. Мăнукĕсем чăвашла пĕлеççĕ пулсан та, хăйсем хушшинче вырăсла калаçаççĕ. Амăшĕ çинчен япăх сăмахсем калаттарас килмесен те, çак сăмахсем Вера чĕрине хускатрĕç, ăшă туйăмсем вăратрĕç. Амăшĕ пур çинче тăлăха юлнă мăнукĕсен пурнăçĕ унран килнине лайăх ăнланать вăл. Çавăнпа та вĕсемшĕн тем пек тăрăшать, вăйне-халне шеллемест. «Ăнăçлă кун-çул пултăрччĕ вĕсен, ватлăхра вĕсенчен канлĕх курасчĕ... Вăй-хал парсамччĕ мана, пỹлĕхçĕм, чĕппĕмсене çунатлантармашкăн», - пăшăлтатаççĕ унăн тутисем ирсерен кĕтесри турăшсем çине пăхса... Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru