Телей курма килекенсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-06 11:20:48 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

«Мораль тени ăçта-ши паян?.. Пĕлĕшĕме курманни виçĕ çул çитет акă. Икĕ
ача-çке унăн. Вĕсене пырса курас та килмест-ши ашшĕн? Ывăлĕсем пуррине
аса илмест те-шим? Тунсăхлама пĕлет-ши? Чун-чĕре илемĕ, атте-анне
юратăвĕ çапла та пулать-и?..»

Чунсăрлăх тавра вун-вун ыйту çĕклесе калаçу пуçарчĕ çак кунсенче ĕç
пÿлĕмне кĕрсе тухнă арçын. Пурнăçра кунашкал хăтлану валли те вырăн пурри
ăна питех те вĕчĕрхентерни уççăн палăрчĕ. Шăппăн çеç итлерĕм риторикăллă пĕр ыйту тепринпе улшăннине.

Чылай чухне анне юратăвĕ атте кăмăл-туйăмĕнчен вăйлăрах теççĕ. Çав
хушăрах этемлĕхĕн черчен пайне те ырлама тăхтамалла-ха. Куккук амăшĕсем
е эрех-сăрапа туслашнăран пепки çинчен манакансем сахал-и? Çав хушăрах ачи-пăчишĕн, ывăл-хĕрĕн ырлăхĕшĕн тем тума хатĕр ашшĕ те пĕрре кăна мар.

Ыррине курса савăнатпăр. Калаçтараканни вара чылай чухне — «усалли».
Тĕрлĕ çемьери йывăр лару-тăру, ашшĕ-амăшĕн киревсĕр хăтланăвĕ, ача-пăчан
тивĕçсĕр воспитанийĕ… — тиркевлĕ сăмах-юмах пуçармалли сăлтав çителĕклĕ кăна мар, ытлашшипех. Обществăн пĕр пысăк инкекĕ çав-çавах — ăнăçсăр çемьесем. Аслисем эрех-сăрапа йăпанаççĕ, ачасем хăйсене хăйсем хуçа пулса çитĕнеççĕ… Инкек курасси те çакăнтанах пуçланать.

Шăпах çакнашкал тĕслĕхсем май пур таран сахалрах «çуралччăр» тесех полици тата ЧР Сывлăх министерствин ĕçченĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен
комисси членĕсем час-часах рейд ирттреççĕ.

Профилактика кирлех. Паллах, ача-пăча пирки маннă ашшĕ-амăшне тÿрре кăларма сăлтав тупăнас çук.

Т.НАУМОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru